Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ферма çине ал сулсан...

30 сентября 2009 г.

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче "Асамат" тулли мар яваплă обществăн фермисене çитсе куртăмăр. Район администрацийĕн специалист-эксперчĕ Алевтина Елизарова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветстанцин тĕп врачĕ Геннадий Стекольщиков çурт-йĕре хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслерĕç, акт çырчĕç.

"Асамат" хуçалăхăн усă курмалли çĕр лаптăкĕ 2 пин гектара яхăн. Сахал мар ку. Çавăнпа та кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме условисем çителĕклĕ темелле. Анчах та сакăр уйăх кăтартăвĕсем урăххи çинчен калаççĕ. Кăçал кăна 64 пуç ĕне выльăха чакарнă. Хуçалăхра сĕт хатĕрлесси уйрăмах япăх пулса пырать. Акă, иртнĕ çулхи январь-август уйăхĕсенче 100 гектар çĕр пуçне 87 центнер сĕт туса илнĕ. Кăçалхи кăтарту вара 40 центнерпа кăна танлашать. Урăхла каласан, пурĕ 222,6 тонна сĕт илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 262 тонна сахалрах. Кашни ĕне пуçне сĕт сăвасси те чакнă. Пĕлтĕрхи кăтарту 1468 килограмм пулнă, кăçалхи 837 килограмм çеç.

Ĕнесене пĕтĕлентерсе пăрусем илес ĕç те япăх пулса пырать. Тĕслĕхрен, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 ĕне пуçне 32 пăру кăна хушăннă. Çапла вара пурĕ 106 пăру илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 104 пуç сахалраххине пĕлтерет. Ял хуçалăх пайĕн оперативлă сводкине ĕненес пулсан, хальхи вăхăтра хуçалăхри кашни ĕне куллен 5,5 килограмм сĕт антарать. Çакă пĕлтĕрхинчен 600 грамм ытларах ĕнтĕ. Ку кăтарту районта чи пĕчĕкки. Пухăннă продукцин 94 процентне патшалăха сутаççĕ.

Кунта чи малтанах ĕнесен ăратлăхĕ çинче чарăнса тăмалла пулĕ. Мĕншĕн тесен кĕтÿ йышне çĕнетес, выльăхсен ăратлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе нимех те тумаççĕ. Çакăн пек лăпланса пурăнни выльăх-чĕрлĕхрен ытларах продукци илме чăрмантарать.

Чăнах та, кăçал хуçалăх аш-какай хатĕрлес тĕлĕшпе иртнĕ çулхинчен лайăхрах ĕçлет. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне усă курмалли 100 гектар çĕр пуçне ăна 24,8 центнер туса илнĕ. Ку иртнĕ çулхин 206,7 проценчĕпе танлашать. Çапла вара пурĕ 137,6 тонна аш-какай пухăннă. Вăкăрсем куллен 311-шер грамм ÿт хушса пынă.

Тÿрех каламалла, хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăрта усрама витесем ытлашшипех те. Эпир чи малтанах Сĕнтĕкçырми фермине çитсе куртăмăр. Кунта икĕ çын ĕне витине йĕркене кĕртетчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсем урай сараççĕ. Анчах та дирекци çĕнĕ хăмасем тупса парайман.

– Кивĕ япалан ĕмĕрĕ вăрăм пулас çук, – теççĕ платниксем. – Кусене те хамăр унтан-кунтан хăйпăткаласа илтĕмĕр.

Часах фермăна хуçалăх директорĕ Тамара Сидорова çитрĕ. Вăл каланă тăрăх, çитес кунсенчех витене дезинфекци туса шуратма пуçлаççĕ. Ку аван-ха. Анчах çакă тĕлĕнтерчĕ. Кунта сумалли виçĕ ĕне кăна юлнă иккен. Вĕсене машинăпа сумаççĕ. Çапах сивĕтмелли установка вырнаçтарнă пÿлĕм алăкĕ яр уçă выртать. Хаклă оборудование кам та пулин сăтăр-мĕн тăвас шухăшлă пулсан кунта кĕме нимĕнле чăрмав та çук. Çакна Георгий Андреев ферма заведующийĕн ăнланмаллах ĕнтĕ. Питĕрсе хăварнă пÿлĕме никам та алăка е çăрана çĕмĕрсе кĕреймĕ.

Эпир выльăх кĕтĕвĕ çÿренĕ çĕрте те пулса куртăмăр. Николай Кудрейкинпа Михаил Сатлайкин кĕтÿçсем выльăхсене ирхине сакăр сехетпе улăха илсе çитереççĕ. Каçхине пилĕк сехет иртсен фермăра пулаççĕ. Ушкăнра аша памалли 90 ĕне тата сумалли виçĕ ĕне. Вĕсене фермăра икĕ дояркăна пăхма шаннă.

– Эсир ĕçлетĕр, ĕçшĕн вара мĕн чухлĕ тÿлеççĕ; – ыйтрăмăр эпир.

– Кăçал 500-шер килограмм тырă, 10-шар килограмм аш, 2 хут сĕт пачĕç. Кунсăр пуçне столовăйĕнче икĕ хут апат çинĕччĕ, – хуравларĕç выльăх пăхакансем. – Чĕрĕ укçа вара куçпа та курман.

Фермăри шыв башнине те юсамалла. Ăна йĕркене кĕртсе ăшă тытмалла тумалла. Унсăрăн вăл хĕл кунĕсенче шăнса ларма пултарать. Пĕрремĕш Хурашаш ферминче те юсамалли, хĕле хатĕрлемелли ĕçсене пурнăçламалла. Кунти витен пĕр енчи стени шăтса пĕтнĕ. Çавăн пекех чÿречисене те кантăк лартмалла е полиэтилен пленкипе хупламалла. Эпир пынă кунхине 20 пуç çамрăк пăру картишĕнче тăратчĕ. Кулленех вĕсене апат вăхăтĕнче кунта хăваласа кĕртеççĕ иккен. Валашкасенче шыв çителĕклĕ. Ферма çывăхне утă-улăм кÿрсе хунă.

Штанаш ферминчи ĕнесене япăх мар витере тытаççĕ. Шалта таса, тирпейлĕ. Анчах та крансем тытманнине пула пăрăхран килекен шыв юхса тăрать. Витен алăкĕсем çÿллĕ, сарлака. Вĕсем витĕр тÿпери хĕвел çути витене сăрхăнса кĕрет.

– Кĕçех ку алăка йĕркене кĕртсе çитеретпĕр, – тет Мария Русскова ферма заведующийĕ. – Юсавçăсен бригади ĕçлет кунта. Ĕнесем тăнă вырăна та шуратса дезинфекци тăватпăр.

Кĕр кунĕсем çитнине кулленех туйса тăратпăр: çанталăк ир-каç самаях сулхăн, çумăрсем те çукаласа иртеççĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле тĕплĕ хатĕрлемелли çинчен калать те ĕнтĕ. Çанталăк шăнтса лартиччен юсав ĕçĕсене вĕçлесчĕ. Уяр кунсемпе усă курса çавăн пекех выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварни кирлĕ. "Асамат" общество ертÿçисем çакна лайăх ăнланса ферма ĕçченĕсем валли аван условисем туса парасса шанас килет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика