Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчевре – пурнăç историйĕ

09 сентября 2009 г.

Çуралса ÿснĕ кĕтес пуриншĕн те чуна çывăх, хаклă. Ял-йыш, атте-анне, тăвансем, тантăшсем, ытарайми тавралăх – йăлтах куç умĕнче. Пĕр-пĕрне хисеплетпĕр пулсан, малашлăха çул хывма ăнтăлсан пирĕн хамăрăн тăрăх тата йăх-несĕл историне пĕлмеллех.

Хăйсен кун-çулне тĕпчев ĕçĕпе çыхăнтарнă çын республикăра сахал мар. Ялсенче пурăнакансем хушшинче те тупма пулать ун пеккисене. Пирĕн умра – Яманкасси. Ку ял Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай районĕсене çыхăнтаракан асфальт çул хĕрринче, чикĕре, вырнаçнă. Мăшăр урамлă ял ĕлĕк Чĕмпĕр кĕпĕрнин Кăрмăш уесне кĕнĕ Атикасси вулăсне пăхăннă. 1927 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра районсем йĕркеленсен, вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнче юлнă.

1930 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Яманкассинче «Будь готов» колхоз чăмăртаннă. Майĕпен выльăх фермисем, юсав мастерскойĕ çĕкленнĕ, парк техникăпа пуянланнă.

Вăтăрмĕш çулсенче ял варринче шкул, клуб, 1968 çулта медпункт, каярах райпо лавкки хута кайнă. Утмăлмĕш çулсенче килсене радио, электричество кĕртнĕ.

2000 çулта яла çут çанталăк газĕ çитнĕ, çула асфальт сарнă. Кĕçех автобуссем Шупашкар – Элĕк – Хĕрлĕ Чутай маршрутсемпе çÿреме тытăннă.

Çĕнелет, капăрланать тăван кĕтес. Кирпĕч çуртсем хушăнсах пыраççĕ. Пурне те савăнтарать çакă. Уйрăмах Анатолий Александрович Кузьмин тавра пĕлÿçĕне. Вăл ял пурнăçĕн аталанăвне сăнаса-çырса пырать.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе чи малтан унăн аслашшĕ Кузьма Павлович Павлов пуçăннă. 37 çул çеç пурăннă, анчах вăл çырса пынисем халĕ те типтерлĕ упранаççĕ. Унăн ĕçне ывăлĕ Александр малалла тăснă. Ял историне халĕ виççĕмĕш сыпăкрисем çыраççĕ.

2009 çул пуçламăшĕнче 60 тултарнă Анатолий Александрович ял тата йăх-несĕл кун-çулне чунĕ ыйтнипе 33 çул «йĕрлет». Ял çыннисем ыйту тупăнсанах ун патне утаççĕ. Ăçта кайăн-ха ватăраххисем те ун чухлĕ пĕлмеççĕ пулсан. Районти е хулари архивсенче мĕн кирлине шыраттарса тупма пулĕ. Анчах вăл чăрмавлă, пурте кайса çÿреймеççĕ. Кайса кун ирттерсен те чылай чухне ыйтăва тивĕçтереймеççĕ. А.С. Кузьмин патĕнче – йăлтах алă айĕнче.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика