Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çинчи пурнăçшăн

02 сентября 2009 г.

 

Павел Емельянович Егоров – аслă категориллĕ врач, Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕ, отставкăри полковник.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех, июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа, фронтра пулнă.

1942 çулхи июль уйăхĕнче ăна Воронеж фронтне каякан 19-мĕш уйрăмăн разведка батальонне фельдшер пулма çирĕплетнĕ.

1943 çулхи июльте вара Прохоровка ялĕшĕн пыракан Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннă. Халĕ Павел Емельянович çав кунсене çапла аса илет:

"1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче ир-ирех тупăсен канонадине тата снарядсем çурăлнине илтрĕмĕр. Эпир тÿрех çакна ăнланса илтĕмĕр – нимĕçсем пĕтĕм фрончĕпех наступлени пуçланă. Июлĕн 5-мĕшĕнче, каç кÿлĕм, пирĕн корпус, çав шутрах разведка батальонĕ те, малалла кайса тăшманпа тĕл пулчĕ. Нимĕçсем Прохоровка тĕлне çитнĕччĕ ĕнтĕ. Çакăнта Курск пĕккин тата иккĕмĕш Тĕнче вăрçин чи пысăк çапăçăвĕ пулса иртрĕ. Унта икĕ енчен 1200 танк тата хăй тĕллĕн çÿрекен оруди хутшăннă. Çапла вара Прохоровка уйĕ Раççей çар историйĕн летопиçне кĕрсе юлчĕ. Августăн 5-мĕшĕнче Белгородпа Орел хулисене ирĕке кăларнă. Çак çĕнтерÿ ячĕпе Мускавра вăрçă пуçланнăранпа пĕрремĕш хут артиллерирен персе салют панă. Августăн 23-мĕшĕнче Харьков хулине тăшмансенчен тасатнă. Çакăн пек вĕçленчĕç Курск пĕккинчи çапăçусем.

Эпĕ шутланă тăрăх, вут-çулăм айĕнче те телей манпа юнашарах çÿрерĕ теме пулать. Икĕ хут амантăм, сывалсан каллех строя тăрса аманнисене çăлма васкарăм... Манăн куç умĕнчех пирĕн халăхăн куççулĕпе юнĕ мĕн чухлĕ тăкăнчĕ пулĕ... Çамрăк боецсем, ман тантăшсем, алăрах вилсе кайнине тÿсме чăнах та йывăр пулчĕ. Курск пĕккинчи çапăçусене ентешсем те нумаййăн хутшăннă. Пурте чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. "Красночетайцы на фронтах Великой Отечественной войны" кĕнекере воинсен аса илĕвĕсене пухса пичетлерĕç".

Павел Емельянович çак тĕслĕхе те илсе кăтартрĕ: "Пирĕн лазарет юхан шыв хĕрринчен инçех мар ларакан йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Сасартăк тăшман самолечĕсем бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Вĕсенчен пĕри лазаретпа юнашар ÿкрĕ. Çурт çунма пуçларĕ. Эпир аманнисене вут алхасакан пÿртрен илсе тухма васкарăмăр. Шел, пурне те çăлса хăвараймарăмăр. Пилĕк салтакпа пĕрлех медсестра та куçне хупрĕ. Эпĕ 23 салтака çăлма ĕлкĕртĕм, вĕсене юхан шывăн тепĕр çыранне каçартăм. Çак паттăрлăхшăн мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăларĕç".

П.Егоров вăрçа Хĕвел Тухăç Пруссире медицина службин лейтенанчĕн званийĕпе вĕçленĕ.

Хыççăн С.М.Киров ячĕллĕ çарпа медицина академийĕнчен вĕренсе тухнă. 105-мĕш гварди сывлăш десант дивизийĕнчи полкра (Кострома) врач пулса службăра тăнă. 29-мĕш гварди механизациленĕ девизире (Каунас тата Вильнюс) аслă врач, лазарет начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

1968 çулта яланлăха пурăнма Шупашкара куçса килнĕ. "Манăн чун туртăмĕ – çынсен сывлăхĕшĕн кĕрешсе вĕсене усă кÿресси", – тет ветеран.

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика