Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

02 сентября 2009 г.

Пĕрремĕш шăнкăрав, хумхану, чечек çыххи, йăл кулă тата шурă бант. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансен чи кĕтнĕ кунĕ çакăн пек сăнарланать. Районти 173 арçын ачапа хĕр ачасемшĕн ĕнер чи пĕрремĕш хут пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Пĕтĕмпе вара çак вĕренÿ çулĕнче 1900 ытла вĕренекен парта хушшине ларать. Вĕренÿ çулĕнчи чи пĕрремĕш урок толерантноç темине тĕпе хурса иртнĕ.

Штанашри тĕп шкул сентябрĕн 1-мĕшĕнче хăй ытамне 67 вĕренекене йышăнчĕ. 4 хĕр пĕрчипе 2 арçын ача пуçласа шкул алăкне уçса кĕчĕç. Вĕсене Надежда Коннова учительница пĕлÿ парĕ. Çитес çул тăхăр вĕренекен 9-мĕш класс пĕтерĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă линейкăна вĕрентекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Руссков тата район пуçлăхĕ Александр Криков хутшăнчĕç.

Чи малтанах шкул директорĕ В.Парикова пухăннисене ăшшăн саламларĕ. А.Криков вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Г.Зотовапа М.Чучакова учительсене вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Пĕрремĕш класа пынисене альбомсемпе фломастерсем парнелерĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем туса пыма, çамрăк ăрăва тарăн та çирĕп пĕлÿ парса çĕршыва юрăхлă çынсем хатĕрлеме чĕнсе каларĕ. Н.Руссков ял тăрăхĕнчи ырă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Сакăр километр тăршшĕ асфальт çул туса янă. Халĕ шкул автобусĕ Урикасси ялне такăр çулпа çитет. Штанаш ял варринчи кĕпере юсаса çĕнетнĕ. Николай Николаевич шкула волейбол тата футбол мечĕкĕсем, альбомсемпе тетрадьсем парнелерĕ.

Кăçал шкул тăррине çĕнĕрен витнĕ. Учительсен коллективĕ çак ĕçе туса ирттерме пулăшнăшăн район пуçлăхне А.Крикова тав турĕ. Çавăн пекех кăçал пĕрремĕш класа килнĕ ачасем валли çĕнĕ сĕтел-пукан кÿрсе килнĕ.

Савăнăçлă линейка хыççăн А.Криков 9-мĕш классен вĕренекен пĕрремĕш урокне хутшăнчĕ, çамрăксемпе калаçса хăйĕн шкул çулĕсене аса илчĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика