Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçпа курни кăна ан пултăр

19 августа 2009 г.

Иртнĕ эрне кун вырмари оперативлă ĕçсене йĕркелесе пыракан районти штаб членĕсем тата райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем район администрацийĕн Пĕчĕк залне пухăнчĕç.

Штабăн черетлĕ ларăвне райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин уçрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: паянхи яваплă задача – тыр-пула вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртесси, çĕр хатĕрлесси, кĕр тыррисем акса хăварасси, выльăх апачĕ çителĕклĕ янтласа фермăсене хĕле хатĕрлесси. Хуçалăхсенче çак ĕçсем пыраççĕ. Акă, кăçал 8440 гектар çинчен тĕш тырă пухса кĕртмелле. Паянхи кун тĕлне мĕн пур лаптăкăн 43 процентне пуçтарса илнĕ. Йĕтемсем çине 10045 тонна пырса кĕнĕ. Гектар тухăçĕ 28 центнерпа танлашать. Пурĕ кăçал 15-16 пин тонна тырă кĕлетсене кĕме тивĕç.

Çакă пăшăрхантарать: августăн 11-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен 400 гектар çинчи ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртнĕ. Çакă вырма хăвăртлăхĕ пĕчĕкки çинчен калать. Вак хуçалăхсенче комбайнсем кивелсе çитнĕ, çавна май ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк. Çакна шута илсе техникăна уя иртерех кăларса каçарах юлса ĕçлеттересчĕ. Тыр-пул пухса кĕртессине сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Хальхи вăхăтра йĕтемсем çинче ачасемпе студентсем ытларах вăй хураççĕ. Вĕсем вĕренме тытăнсан кам тухса ĕçлĕ;

Пур çĕрте те йĕтемсем тулса кайнă. Паха тырăна сутмалла ĕнтĕ – анчах хакĕ çук. Кашни хуçалăхах укçа-тенкĕ кирлĕ.

Ку таранччен кашни условнăй выльăх пуçне районĕпе 17,2 центнер выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Шел пулин те, "Асамат" хуçалăхра ку енĕпе питĕ япăх ĕçлеççĕ. Унта кашни условнăй выльăх пуçне 7,7 центнер кăна апат янтланă. Лăпкăлăх тыткăнĕнчен тухма вăхăт ĕнтĕ.

Кăçал 5000 гектар ытла кĕр тыррисем акса хăвармалла. 2500 гектар çĕр хатĕрленĕ. Акана тухмалли чи лайăх вăхăт халĕ. Юлашкинчен çакна калас килет: ĕç çи хĕрсе пынă кунсенчех эрехпе иртĕхекен механизаторсем курăнкаларĕç. Хальлĕхе инкек-синкек пулман-ха. Эрехпе минренĕ пуçпа ĕçе хутшăнакансемшĕн унта çитме çур утăм кăна юлнă.

Штаб ларăвĕнче хуçалăхсене çирĕплетнĕ специалистсем вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Акă, "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕ вырмара лайăх тĕслĕх кăтартать. Кунта мĕн пур лаптăкăн 50 процентне пухса кĕртнĕ. Тухăç гектар пуçне 39,7 центнер тухать. Пĕр комбайнăн куллен 10 гектар таран тырă вырмалла. Механизаторсене вĕри апат çитерессине лайăх йĕркеленĕ. Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлесси те аван пулса пырать.

«Асамат» обществăн Хусанушкăнь уйрăмĕнче, «Победа» хуçалăхра вырма ĕçĕсем япăх мар. Тухăç вара 18 центнертан иртеймест. «Аккозинский» кооперативра ĕç аллисем çитмеççĕ. Ĕç çине хутшăнакансене çитермелли апат пахалăхне те лайăхлатмалла.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков «Путь Ильича» обществăн ĕçĕпе паллаштарчĕ. «Кунта кĕрхи культурăсене вырса пĕтереймен-ха, – терĕ вăл. – Ĕç çи хăвăртлăхĕ кирлĕ шая çитеймест. Тĕслĕхрен, паян уй-хирте виçĕ комбайн ĕçлет. Ĕнер иккĕ кăна тухнăччĕ. Ĕç пахалăхĕ япăх. Механизаторсем ĕçкĕпе иртĕхни чăрмав кÿрет. Эрех ĕçсе лартнă водителе урăххипе улăштарма тиврĕ. Ертÿçĕсем «Енисей» комбайна йĕркелесе ярасшăн. Паян-ыран Шупашкартан специалист килмелле. Тĕрĕсрех калас пулсан, машина-трактор паркĕн ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пыракан çук хуçалăхра.

Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Ю.Ярадаев уйрăм предприниматель вырмара хастарлăх кăтартнине палăртса хăвармалла. Вăл кĕрхи тулă пухса кĕртес ĕçе вĕçленĕ. Халĕ урпа вырать. И.Фадеев фермер хуçалăхĕнче, «Нива» кооперативра, «Дар-Бройлер» обществăра, Никитин фермер хуçалăхĕнче тыр-пула пухса кĕртесси те япăх мар пулса пырать. «Свобода» колхоз мĕн пур лаптăкăн 45 процентне пухса илнĕ. Тырă тухăçĕ кашни гектартан 35 центнер тухать. Икĕ кĕлет тулса ларнă. Механизаторсем комбайна çур çĕр иртни пĕр сехетчен ĕçлеттереççĕ. Правлени ĕçченĕсем йĕтем çинче куллен каçхи вунă сехетчен вăй хураççĕ. Кунта выльăх апачĕ хатĕрлессине те аван йĕркеленĕ.

«Асамат» обществăн Штанаш уйрăмĕнче халăха тăватă уйăх ĕç укçи тÿлемен. Кун пек чухне камăн-ха ĕçе тухас килтĕр;

А.Самылкин штаб ларăвĕнче калаçнине пĕтĕмлетсе çакна палăртрĕ.

– Вырма ĕçĕсем япăх пынă çĕре специалистсен тухса каймалла, вырăнта ĕçлĕ пулăшу памалла. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене шалу тÿлессинчен пăрăнмалла мар. Çавăн пекех тырă, утă парса пулăшмалла. вĕри апат çитерессине йĕркелемелле. Кăçал тырă ăнса пулчĕ, ăна вăхăтра, тăккаламасăр пухса илесчĕ. Уй-хир пуянлăхне куçпа курни кăна ан пултăр, пурлăх кĕлете кĕтĕр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика