Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алексеев-фельдшер

16 мая 2009 г.

Кашниех хăйĕн кун-çулне юратнă çынпа, ачаранах ĕмĕтленнĕ ĕçпе çыхăнтарса пыма тăрăшать. Ку, паллах, çапла пулмалла та. Ун пеккисене вара чăннипех телейлĕ теме те юрать. Иртсе пыракан çул пуçламăшĕнче 77 çул тултарнă Никандр Степанович Алексеев фельдшер-пенсионер шăпах вĕсен шутĕнче. Савнă мăшăрĕпе çур ĕмĕр ытла килĕштерсе пурăнакан этем район территорийĕнчи медицина учрежденийĕсенче (Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Штанаш, Горбатовка) 36 çул тимленĕ...

... Пулас тухтăр Яманкассинчи хресчен çемйинче 1932 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Сывлăхпа ăс-тăн енчен çирĕп ача малтанах ялти пуçламăш шкула чупнă, унтан икĕ çухрăмри Çĕн Атикассинчи çичĕ çул вĕренмелли (халĕ вăтам) шкула çÿренĕ, юлашкинчен вара тăватă çухрăмри Штанаш вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнчен лайăх паллăсемпе тухнă. Çав кĕркуннех хĕрÿ чун-чĕреллĕ çамрăк Канашри медучилищĕн студенчĕ пулса тăнă, анчах та тепĕр виçĕ уйăхранах ăна çар ретне тăратнă. Ачаранах купăспа выляма хăнăхнăскер çар службинче те аптраман: кăнтăрла штабра писарь ĕçĕсене туса пынă, каçсерен вара салтаксене чăваш кĕввисемпе савăнтарнă. Виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртнĕ.

Çартан таврăннă каччă вăхăта сая яман: çийĕнчех медучилищĕне васканă, тепĕр виçĕ çултан фельдшер-акушер дипломне алла илсе района çаврăнса çитнĕ.

– Район больницин тĕп врачĕ Мария Григорьевна Эзенкина мана санэпидстанцинче ĕçлеме сĕнчĕ, санитари врачĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетрĕ. Çулталăк çурăран эпĕ хам ирĕкпех райцентр çумĕнчи Питĕркасси медпунктне куçрăм. Кунта та тепĕр çулталăк çурă вырăнти халăхпа тачă çыхăнса ĕçлерĕм. Анчах та тăван тавралăх туртăмĕ мана вĕçĕмсĕр канăçсăрлантарчĕ. Çавна май, 1959 çулхи май уйăхĕнче, райбольницăн тĕп врачĕ патне тепĕр хут кĕрсе хам шухăша пĕлтертĕм. Ун чухне унта Кив Ирчемес çынни Алексей Петрович Андреевччĕ, вăл мана ăшшăн йышăнчĕ, Штанашри медпункт заведующийĕ пулма шанчĕ. Шанăç чăннипех ĕçпе çирĕпленчĕ: 23 çул – Штанашра, 10 çул вăрман варринчи Горбатовка ялĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухрăм. Хампа пĕр вăхăтра Штанашра ĕçленĕ Валентина Владимировна Верещагина трахсестрапа Мария Герасимовна Ефремова тата Горбатовкăри Терентьева санитаркăсем нихăçан та манăçа тухмаççĕ, – тет иртнĕ çулсене аса илнĕ май Никандр Степанович Алексеев.

Ĕç ветеранĕн çемйи çинчен кĕскен çырса кăтартар-ха. Штанаша çитсе вырнаçиччен 26-ри çамрăк тухтăр авланма та ĕлкĕрнĕ иккен, мăшăрĕ – Серенкасси хĕрĕ, хăйĕнчен шăп çулталăк кĕçĕнрех Анна Ильинична Жиганова. Пĕчĕк кĕлеткеллĕ, çаврака пит-куçлă, çынпа калаçма юратакан хастар хĕр Туктамăшри çичĕ çул вĕренмелли шкул хыççăнах райцентрти сĕт-çу заводĕнче тата столовăйĕнче ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Яла куçса кайсан та тухтăр арăмĕ валли ĕç тупăнсах пынă: уй-хир бригадинче те, выльăх-чĕрлĕх ферминче те вăй хунă, колхоз столовăйĕнче те Урикассинчи Роза Устиновапа çичĕ çул килĕштерсе тимленĕ. Фермăра иртнĕ тăватă çул ÿсĕмсемпе палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Хисеп грамотисемпе «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем парса чысланă. Ĕçлеме ÿркенмен хĕрарăм халĕ те хăйĕн кил хуçалăхĕнче ĕне-вăкăр, сурăх-качака, чăх-чĕп йышлă усрать. Ку енĕпе ăна мăшăрĕ, ывăлĕпе кинĕ пулăшаççĕ.

Пĕр-пĕрне чунтан юратса та килĕштерсе пурăнакан çемьере икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралса ÿснĕ, ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухнă. Асăнса тухар-ха вĕсене: Альбина – Шупашкарти коопераци техникумĕ хыççăн сутуçăра тимлет; Людмила – Канашри медучилищĕрен фельдшерица пулса тухнă, чылайранпа Улатăр больницинче чирлисене сиплет; Владимир – Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче зоотехник дипломне алла илнĕ те Çĕрпÿ районĕнчи пĕр колхоза çитсе вырнаçнă; Юрий – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пулас мăшăрĕпе пĕрле зоотехника вĕреннĕ, хыççăн ашшĕпе амăшĕ 1981 çулта хыр пĕренесенчен туса лартнă кил-çурта таврăннă та çемье вучахне сÿнме паман. Мăшăрĕ, Роза Васильевна, ăна икĕ ача çуратса панă. Вăрнар тăрăхĕнчи Пĕнер Айкăшран качча килнĕскер 15 çул хушшинче кунти тавралăха тата ялсенче пурăнакансене хăнăхса çитнĕ. Хитре те маттур хĕрарăм кулленех халăх хушшинче: вăл – страхлав агенчĕ, çавăнпа ăна пурте паллаççĕ...

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика