Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла вырăнта йĕркене ытларах пăснă

22 апреля 2009 г.

Обществăлла вырăнта хамăра йĕркеллĕ тытмаллине кашниех пĕлет ĕнтĕ. Анчах темшĕн-çке хăшĕ-пĕрин йĕркене пăхăнас килмест. Çакна район территорийĕнче кăçалхи пĕрремĕш кварталта обществăлла вырăнта тăватă преступлени тунине регистрацилени çирĕплетет. Иртнĕ çул ку тапхăрта виçĕ преступлени пулнă. Куратпăр ĕнтĕ, обществăлла вырăнта, урамра 2009 çулта йĕркене ытларах пăснă.

Акă, иртнĕ çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче, 20 сехет тĕлнелле, А.Семенов Серенкассинчи лавкка патĕнче С.Таеровăн 230000 тенкĕлĕх тăракан машинине вăрланă.

Питĕркассинче пурăнакан С.Салайкинăн вара алли питĕ "кĕçетнĕ" пулмалла. Вăл январĕн 27-мĕшĕнче, каçхи сакăр сехет çитеспе, хăйпе пĕрле пурăнакан М.Кошатникована хĕненĕ.

И.Шипеевпа Е.Кузьмин хăйсене урамра ирĕклĕн туйнă пулмалла: февралĕн 7-мĕшĕнче, 23 сехет тĕлнелле, Çĕн Атикасси шкулĕ çумĕнче В.Гаврилова хĕнесе пĕтернĕ.

Ю.Давыдов вара мартăн 14-мĕшĕнче, 22 сехет çитеспе, Кив Атикасси ялĕн урамĕнче çула çитмен Е.Кириллова хĕненĕ.

Çÿлерех асăннă преступленисене тишкерсен çакă курăнать: йĕркене пăснă тăватă тĕслĕхрен виççĕшĕ шалти ĕçсен пайĕн патрульпе пост службин ĕçченĕсем сыхласа тăман ялсенче пулнă. Мĕншĕн тесен ку ялсене тĕрĕслес тĕллевпе патруль йĕркелеме пăхса хуман. Унсăр пуçне икĕ преступленине канмалли кунсенче каçхи вăхăтра вăрман леш енчи ялсенче тунă.

Обществăлла вырăнта, çавăн пекех урамра та, преступленисене тăвассине сирес тĕллевпе канмалли кунсенче е вĕсем умĕн каçхи сакăр сехетпе çур çĕр иртни пĕр сехетчен (çуллахи тапхăрта) шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсен, Хусанушкăнь, Кив Атикасси, Штанаш ял тăрăхĕсенчи ирĕклĕ дружинăн, Çĕн Атикассипе Штанаш шкулĕсенчи педагогсен патрулĕн вăйĕпе вăрман леш енчи кашни ял клубне сыхлассине йĕркелемелле. Унсăр пуçне, çула çитмен çамрăксене эрех-сăра сутассине асăрхаттарас тесе, каçхи барсене тĕрĕслемелле.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика