Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисемшĕн

18 марта 2009 г.

Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарассипе тăрăшса ĕçлени савăнтарать. Ку енĕпе уйрăмах Атнар ял тăрăхĕн ертÿçине А.Н.Кузнецова ырламалла. Акă, мартăн 14-мĕшĕнче вырăнти шкулта А.Н.Кузнецовăн парнисене çĕнсе илессишĕн шахмат турнирĕ иртнĕ. Тупăшăва Çĕмĕрле районĕн спортсменĕсем те хутшăннă.

Кĕрешÿре районти чи ăста шахматистсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Олег Коршунов харпăр хăйшĕн кĕрешсе чемпион ятне тивĕçнĕ, хĕрсен ушкăнĕнче Карина Ефимова (Кушлавăш ялĕ) палăрнă. Команда тăрăх илсен, пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш – çĕмĕрлесем, виççĕмĕш – Хĕрлĕ Чутай шкулĕн спортсменĕсем.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика