Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ыйтăвне тивĕçтерессишĕн

04 марта 2009 г.

Февраль уйăхĕнче районти ял тăрăхĕсенче отчетлă пухусем иртрĕç.

Февралĕн 27-мĕшĕнче район пуçлăхĕ А.И.Криков Штанаш, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенчи отчетлă пухусене хутшăнса «Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккун мĕнле пурнăçланса пынипе интересленчĕ. Палăртмалла, юлашки вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тивĕçĕсем чылай анлăланчĕç, ĕçĕсем самай хутшăнчĕç. Халĕ вĕсен хăйсен бюджет, унăн тупăш пайне ÿстересси – чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Ăна ăнăçлă татса парас тесен пурлăх, çĕр тата ытти налуксене халăхран вăхăтра пуçтарса тăмалла.

Ял тăрăхĕн пурнăçĕпе тата ял шăпин пуласлăхĕпе интересленекенсем пуçтарăннă отчетлă пухусене. Акă, пухăннисем Штанаш ял тăрăхĕн Н.Н.Руссковăн отчетне итлерĕç. 2008 çулта туса ирттернĕ ĕçсене хак пачĕç. Пĕлтĕр республикăри тĕллевлĕ çул-йĕр программине пурнăçласа Горбатовка, Вăрманкас, Арайкасси ялĕсене асфальтлă çул çитернĕ. Ял урамĕсене, масарсене тирпей-илем кÿрессипе чылай ĕçленĕ. Çакăнтах Александр Иванович Штанаш ял тăрăхĕнчи урамсем тасалăхпа тирпейлĕх тĕлĕшĕнчен япăх енĕпе палăрнине асăнчĕ. Кил-çурт таврашĕнче техника паркĕ тейĕн, вутă-пĕрене те чылай сапаланса выртать. Ял тăрăхĕн пуçлăхне çак çитменлĕхсене пĕтерессипе тăрăшарах ĕçлеме сĕнчĕ.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче те 2008 çулта чылай ырă ĕç тунă: 6 çемьене ялта ĕçлесе пурăнма, çурт-йĕр лартма пулăшнă, Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртне база çурчĕ тăвассишĕн чылай тăрăшнă тата ытти те.

Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Праулов ял çыннисене тирпей-илеме, сывă пурнăçа йĕркене тытса пыма хăнăхтарассипе ĕçлеме йывăртараххине асăнчĕ.

Çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăннисене умри тĕллевсемпе паллаштарчĕç, пĕр шухăшлă ĕçлесе пырсан нумай тума пултарнине каларĕç.

Отчетлă пухусенче райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Ф.Коробков тухса калаçрĕ. Николай Федорович районти ял хуçалăх кооперативĕсен аталанăвĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, уйрăммăн Штанаш, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче пĕрлештерсе тăракан «Асамат» хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. Асăннă хуçалăхăн кăтартăвĕсем паян никама та савăнтармаççĕ. Района каялла туртса пыракан хуçалăх тесен те тĕрĕс пулĕ. Вырма ĕçĕсене япăх вĕçленĕ, хуçалăх вăйлă тыр-пул туса илеймен, тухăç – кашни гектартан 10 центнер. Пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те тăрăшман. Кĕр акине туманпа пĕрех. Тепĕр çул вĕсен мĕнле тупăш пулĕ. Аш-какай, сĕт тăвассипе те мухтанмалли çук. Паянхи кун кунта кашни ĕне 2 килограмм сĕт антарать. Кăна апат рационĕ япăххипе ăнлантармалла. Сĕнтĕкçырми халăхĕ: «Кунти фермăри ĕнесем асапланса пурăнаççĕ», – текелерĕç. Каламалла, темиçе çул каялла ферма ĕçĕсене çĕнĕ технологипе йĕркеленĕччĕ. Ферма юхăнса кайнăшăн халĕ кам айăплă; Пурте пĕр-пĕрин çине йăвантараççĕ, айăплине халĕ те тупаймаççĕ-ха, ертÿçĕсем те ылмашăнсах тăчĕç.

Райбольницăн тĕп врачĕ И.М.Сидоров «Сывлăх» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе халăха медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланнине, ялсенче врач офисĕсем уçăлнине палăртрĕ. Халĕ халăх вырăнтах сывлăха çирĕплетме пултарать. Тĕп больницăра кадр ыйтăвĕ çивĕч тăнине асăнчĕ вăл. Паянхи куна районта 37 врач шутланать, вĕсенчен 10 проценчĕ пенсие тухнисем, тепĕр 10 проценчĕ – пенси çулне çывхаракансем. Штанашсем офисра юн тата шăк анализĕсем тумалли оборудовани вырнаçтарма ыйтрĕç, сĕнтĕкçырмисем врач офисĕ йĕркелеме сĕнчĕç. Игорь Михайлович кăçал çак ĕçсене пурнăçлама шантарчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ С.Х.Ефремов криминаллă лару-тăру пирки тухса калаçрĕ. 2008 çулта район территорийĕнче, 2007 çулхипе танлаштарсан, преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнă, анчах çынна вĕлернĕ 4 тĕслĕх пулни пăшăрхантарнине каларĕ. Çав шутран пĕр тĕслĕхĕ Штанаш ял тăрăхĕнче пулнă – çамрăк арçын хĕрарăма вĕлернĕ. Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче 17 хутчен йĕркене пăснине регистрациленĕ. Çак преступленисене ытларах эрех ĕçсе çÿрекенсем тунă, çемьере харкашу çĕкленĕ. Тихăнушкăнче эрехпе сутă тăвакан пенсионера тытса чарнă. Ăна 20 пин тенкĕлĕх штрафланă. Станислав Хрисанович пухăннисене сывă пурнăçа çирĕп пăхăнса пурăнма чĕнсе каларĕ, вара преступленисем те пулмĕç терĕ.

Пухăннисем умĕнче ЧР Финанс министерствин районти уйрăмĕн начальникĕ А.С. Ейкова, райадминистрацин информатизаци пайĕн ертÿçи С.П.Князькова хăйсен ĕçĕсем пирки отчет турĕç.

Унтан район пуçлăхĕ А.И.Криков сăмах илчĕ, иртсе кайнă çулăн ырă енĕсене, çитменлĕхсене палăртрĕ. 2009-2010 çулсенче туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Акă, юлашки 2 çул хушшинче районта çул-йĕр тăвассипе лайăх ĕçленĕ – 25 ял патне пурĕ 38,7 километр тăршшĕ асфальт çул çитернĕ. Çак программăпа татах та малалла ĕçлемелле – урам хушшисене асфальт сармалла. Тĕп больница çуртне тĕпрен реконструкцилемелле. Ăна валли 262 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Район центрĕнче сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексне тума пуçламалла. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн çуртне анлăлатмалла тата халăха кирлĕ ытти объектсем çĕклемелле. Çаксене пурне те халăх ырлăхĕшĕн, ялта ĕçлесе пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, кану вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса парассишĕн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парассишĕн тума палăртнă. Ял хуçалăх предприятийĕсене ура çине тăратасси те чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Халăхпа пĕр пулса пурăнсан, пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен умри задачăсене татса пама пулатех. Çак шухăшсемпе вĕçлерĕ А.И.Криков отчетлă доклада.

Юлашкинчен район пуçлăхĕ халăха кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ. Штанаш ял тăрăхĕнче пурăнакансем газ баллонĕ туянайманни, музей çурчĕн тăррине çĕнĕрен витмелли пирки ыйтусем хускатрĕç. Сĕнтĕкçырмисем «Асамат» хуçалăх пĕтсе ларни, çавна пулах ялсен шăпи пăшăрхантарни пирки шавласах калаçрĕç, кам айăплине шырарĕç. Александр Иванович халăх ыйтăвĕсене туллин хуравлама тăрăшрĕ. Хальхи вăхăтра «Асамат» хуçалăхра çĕнĕ ушкăн ĕçе пуçăннине пĕлтерчĕ, ял хуçалăхне ăнланакан специалистсем йывăрлăхран тухма пулăшасса шаннине каларĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика