Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăшатана михĕре пытараймăн

04 марта 2009 г.

Февралĕн 25-мĕшĕнче "Энергобаланс" ТЯО-н Хĕрлĕ Чутайри участокĕ кунти Александр Альгешкинпа Юрий Яхатин контролерсем, Анатолий Самылкин электромонтер тата шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Евгений Патьянов хутшăннипе вăрман урлăра вырнаçнă хăш-пĕр аякри ялсенче электроэнерги вăрлакансене тупса палăртас тата çынсем электроэнергие шута илмелли приборсемпе (счетчиксемпе) еплерех усă курнине тĕрĕслес тĕллевпе рейд ирттерчĕ.

Халĕ кашни ялтах электроçутăпа туллин усă кураççĕ. "Ильич лампочкисем" килĕрен çуннипе пĕрлех çынсем тĕрлĕ электроприборсем туянаççĕ. Виçĕ фазăллă электросчетчиксем вырнаçтарса тимĕре шăратса çыпăçтарас (сварка) е циркулярпа йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Мĕн каламалли пур, пурнăçра пурте кирлĕ. Электроэнергипе усă курнă чухне вара пурин те ку енĕпе ятарласа йышăннă йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Анчах пирĕн халăхăн пĕр пĕчĕк ушкăнĕ, урăхла каласан, хăш-пĕрисем, электричество вăрлама питĕ селĕм вĕренсе çитнĕ...

Пирĕн ушкăн чи малтанах Чурпай ялне çитрĕ. Кив Атикасси ял тăрăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кунта 60 кил ытла. Çамрăксем те пур иккен. Çакна ял варринче ларакан малтан клуб пулнă çурта кĕрсен тÿрех ăнланса илетĕн. Яш-кĕрĕм кунта Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ пулмалла. Алăк патĕнчех чăрăш турачĕсем, пушă кĕленчесем выртаççĕ, пĕчĕк пÿлĕмре халĕ те "теттесем" çакăнса тăраççĕ-ха. Çакă интереслĕ – нумаях пулмасть кунта çĕнĕ кăмака туса лартнă, вутă-шанкă хатĕрлемелли пуртти те юнашарах выртать.

– Çав çурт кам балансĕ çинче; – ыйтрăмăр эпир ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Никодим Матвеевран.

– Ăна пăсса вутă кăна тумалла, – пулчĕ хурав.

А.Самылкин электромонтера вара çуртри электропроводка интереслентерчĕ. Юсавлах мĕн вăл, шалта çутă пур, лампочкăсем çунаççĕ. Анчах счетчик çук, апла пулсан çамрăксем Çĕнĕ çула патшалăх шучĕпе кĕтсе илнĕ. Пушар хăрушлăхĕ те çук мар. Хуçасăр пÿртре инкек-синкек сиксе тухасси "çири кĕперен те çывăх". Çакна шута илсе электриксем çурта кĕрекен электролиние татса хăварчĕç.

Каç пулттипе Кушлавăш ялне çитрĕмĕр. Людмила Никитина килне кĕрсен кунта электроэнергие вăрланă тĕслĕхе тупса палăртма май килчĕ. Акă, кухньăри, котельнăйри, пÿлĕме кĕнĕ çĕрти тăватă розеткăна, виçĕ лампочкăна электросчетчикпа çыхăнтарман.

– Эпĕ нимĕн те пĕлместĕп, – тÿрре тухма пăхать кил хуçи хĕрарăмĕ. – Мăшăр виçĕ çул суд йышăнăвĕпе аякра ĕçлесе пурăнать. Вăл хăй килте чухне туса хăварнă пулинех...

Тепĕр такран урăхларах çаптарать.

– Кÿршĕсем тыттарчĕç ĕнтĕ мана, – çуйхашать Людмила Ивановна. – Вĕсемпе урлă калаçса илмелли сăлтав тупăнчĕ те... Халĕ штраф тÿлеме икĕ ĕнерен пĕрне сутмалла ĕнтĕ.

– Хăв "эпĕ нимĕн те пĕлместĕп" тетĕн, – ăнлантараççĕ акт çыракан контролерсем. – Кÿршĕсем сирĕн пÿртри вăрттăнлăхсене епле пĕлеççĕ тата. Суйни çиеле тухать вĕт.

Яманкасси ялĕн пĕр урамĕпе контролерсем çуранах утрĕç. Виталий Федотов пурăнакан çурт умĕнче чарăнса тăчĕç. Кил хуçи электроэнерги вăрланипе пĕрре çакланнă иккен. Çакăнтан вăл тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тунă-и; Алăка шаккакаланă хыççăн электриксене пÿрте кĕртрĕç.

– Халĕ çутă вăрлассипе аппаланмастпăр, – тет кил хуçи. – Иртнинче штраф тÿленине манса кайман-ха.

– Мачча çине хăпарса пăхар-ха, – теççĕ контролерсем.

Кĕçех вĕсем кĕсье хунарĕпе усă курса мачча çинчи электропроводкăна тĕрĕслерĕç. Унтан розеткăпа сыпăнтарнă кабель çĕклесе анчĕç. Электроэнергипе усă курмалли йĕркене халĕ те пăхăнмаççĕ иккен ку килте. Выльăхсене валли пусыпка авăртмалли армана счетчикпа çыхăнтарман. 1500 киловатлă электромоторпа усă курса пурăннă.

– Эрнере пĕр михĕ кăна тырă вĕтететтĕмĕр, – тÿрре тухасшăн кил хуçи.

Çапла, пĕрре тунă йăнăша тепĕр хут тума хушмаççĕ. Анчах Федотовсем çак чăнлăха маннă. Мĕн тăвăн, халĕ штраф иккĕмĕш хут тÿлеме лекет. Тен, вĕсен ĕçне районти суда та ярса памалла пулĕ. Çапма пĕлмен пушă хăвнах пырса тивет çав...

Çав кунхинех Кушлавăшри Василий Лентюков йĕркене пăхăнманнине тупса палăртрĕç. Счетчик пломбисем йĕркеллĕ марри çинчен акт çырчĕç. Çавăн пекех Акташри Аверьян Никитин килĕнче те йĕркесĕрлĕх курăнчĕ. Унăн электроэнергие шута илмелли приборне тахçанах улăштарма вăхăт. Çак ĕçе тума çаплах васкамасть-ха вăл. Ку кăна-и, электросчетчика каялла çаврăнмалла тунă.

Пĕтĕмĕшле илсен, февралĕн 25-мĕшĕнче "Энергобаланс" ТЯО-н Хĕрлĕ Чутайри участокĕнчен виçĕ ушкăн ялсене тухса кайнă, шалти ĕçсен пайĕн виçĕ ĕçченĕ, хăрушсăрлăх службин пĕр сотрудникĕ контролерсемпе пĕрле çула тухнă. Вĕсем çирĕм яла çитсе 38 абонент патĕнче пулнă, йĕркесĕрлĕхсене палăртса тăхăр акт, пилĕк предписани çырнă.

– Электроэнерги вăл – тавар, – тет участок начальникĕ Николай Артемьев. – Унăн хакĕ пур, çавăнпа унпа усă курнăшăн укçа тÿлемелле. Çакна хăшĕ-пĕри ăнланмасть, электричество йăкăртма пăхать. Акă, иртнĕ çулхи декабрьте пĕр уголовнăй ĕç пăхса тухнăччĕ, кăçалхи январьте – тăваттă, февральте те çавăн чухлех ĕç пуçарнă. Штраф хисепĕ виçĕ пинрен пуçласа 25 пин тенкĕ таран.

Çакна та палăртса хăварас килет. Малашне электроэнерги вăрлама йывăрланса пырать. Мĕншĕн тесен тĕрĕслев ĕçне вăйлатрăмăр. Куллен ку тĕллевпе 3-4 автомашинăпа контролерсем ялсене тухса каяççĕ.

Çапла, кирек епле пулсан та вĕренĕн вĕçĕ пулатех...

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика