Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхне аталантарасси – паянхи çивĕч ыйту

21 февраля 2009 г.

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнче "Коминтерн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, тĕп специалистсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ял хуçалăх потребкооперативĕсен ертÿçисем, фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем пухăннипе канашлу иртрĕ. Ун ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, патшалăх ветслужбин, Россельхозцентр, Россельхозбанк тата Перекет банкĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Михаил Васильевич чи малтанах Туканашри «Дар-Бройлер» чăх-чĕп фабрикине çитсе курнă, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Канашлура икĕ ыйту пăхса тухрĕç: "2008 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче мĕнлерех ĕçлесе пынă тата кăçал выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсем", "Çурхи ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттересси тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курасси".

Канашлăва хутшăннисем чи малтанах "Коминтерн" кооперативăн ĕне комплексне çитсе курчĕç. Хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсем кунти ĕçе паянхи технологипе йĕркелесе янă. Операторсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Е.Сапожникова тĕп зоотехник каланă тăрăх, выльăхсене çĕнĕ технологипе хатĕрленĕ апатпа тăрантараççĕ. Çакăн усси пысăк. Комплексра ĕне-выльăх йышĕ пысăк, апла пулин те кашни ĕне куç умĕнче.

Хуçалăхăн ветврачĕ Л.Мыльникова пĕлтернĕ тăрăх, тухăçлă ĕне пуласси пăруран нумай килет. Вăл çамрăк выльăх йышне сыхласа хăварас тĕлĕшпе хуçалăхра ветеринарипе профилактика мероприятийĕсене мĕнле туса пынипе паллаштарчĕ. Акă, кунта 6 уйăха çитмен пăрусене ятарласа хатĕрленĕ турăхпа тăрантараççĕ. Çакă вĕсене вар-хырăм чирĕсем лекесрен сыхлать.

Канашлăва хутшăнакансем Атнарти ĕне фермине çитсе курчĕç. Вите çирĕп, шалта сивĕ мар. Выльăхсене техника вăйĕпе апат валеçсе параççĕ. Ку фермăра тăрăшакансен ĕçне çăмăллатма пулăшать. Тĕпрен илсен, атнарсенчен вĕренмелли нумай. Хуçалăх ертÿçи А.Новикова, ял хуçалăх специалисчĕсем, ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе паянхи наука хушнă пек ĕçлеççĕ. Çакă вĕсене çитĕнÿсем тума май парать те.

Кун йĕркинчи ыйтупа район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Самылкин сăмах илчĕ. Çакна палăртрĕ: 2008 çулта ял хуçалăх производствин калăпăшĕн индексĕ районĕпе 102 процентпа танлашнă. Урăхла каласан, 3656 тонна аш-какай, 24170 тонна сĕт туса илмелле пулнă. Ферма ĕçченĕсем хăйсен умĕнчи тĕллеве пурнăçланă теме пулать. Акă, мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 5 процент ÿснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсенче ку енĕпе малтанхи çулхинчен япăхрах ĕçленĕ. Хуçалăхсенче пурĕ 828,8 тонна аш-какай хатĕрленĕ. Çав шутран 535,9 тонни ĕне выльăх ашĕ, 253 тонни – сысна какайĕ. Çакă савăнтарать: пĕлтĕр, 2007 çулхипе танлаштарсан, сысна ашне 37 тонна ытларах туса илнĕ.

Аш-какай хатĕрлес тĕлĕшпе "Путь Ильича", "Победа", "Свобода", "Нива" хуçалăхсем япăхрах ĕçлени курăнать. Районĕпе вара ĕне выльăх талăкра вăтамран 489-шар грамм, сыснасем 403-шер грамм кăна ÿт хушса пынă. Çав вăхăтрах "Коминтерн", "Свобода" тата "Нива" хуçалăхсем ĕне выльăхсене ÿт хуштарса пырас енĕпе лайăх кăтартусем тунă.

Нумаях пулмасть район администрацийĕ ял тăрăхĕсемпе тата ял хуçалăх предприятийĕсемпе 2009 çулта экономикăпа социаллă хутшăнусен килĕшĕвĕсене туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсен 4225 тонна аш-какай е пĕлтĕрхинчен 12 процент ытларах туса илмелле. Умри тĕллевсене пурнăçлама майсем пур. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 12560 пуç ĕне выльăх шутланнă, çав шутран ĕнесем – 6641. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара 4180 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 1541-шĕ ĕне. Çакна палăртса хăварни кирлĕ. "Путь Ильича", "Аккозинский", "Асамат" хуçалăхсенче ĕне выльăх хисепĕ палăрмаллах чакнă.

Иртнĕ çул ял хуçалăх предприятийĕсем 1579 пăру илнĕ. Çакă вăл 2007 çулхинчен 127 пуç сахалрах. Çавăн пекех 3604 çура илнĕ, ку вара малтанхи çулхинчен 689 пуç ытларах. 100 ĕне пуçне 76 пăру пулнă, кĕтĕве 100 ĕне пуçне 23 пушмак пăру кĕртнĕ. "Авангард", "Свобода", "Нива" предприятисемпе Никитин фермер хуçалăхĕнче пăрусем ытларах илнине палăртса хăвармалла. "Коминтерн" производство кооперативĕнче вара иртнĕ çул пурĕ 914 çура илсе малтанхи çулхинчен сыснасен хисепне 254 пуç таран ÿстернĕ. Александр Петрович малалла хĕрÿ ĕçпе ырă ята çĕнсе илнĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансене асăнчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне ура çине çирĕп тăратма май паракан ырă сĕнÿсемпе канашсем пачĕ. "Умри тĕп тĕллев, – терĕ вăл, – ял хуçалăх продукчĕсем туса илессине, ĕне выльăх йышне ÿстересси. Уйрăмах ку енĕпе ĕнесем çине тимлĕрех пăхни кирлĕ".

Канашлăвăн иккĕмĕш ыйтăвĕпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков тухса калаçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула ял хуçалăх çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн кăçал çĕр ĕçне тĕпрен лайăхлатмалла, вăйлă тыр-пул ÿстермелле. Район пуçлăхĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем йышăннă килĕшÿсем тăрăх кăçал 8525 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пулмалла. Тĕрĕсрех калас пулсан, 2007 çулхинчен лаптăка 1213 гектар таран ÿстермелле. Эпир иртнĕ кĕркунне 3893 гектар кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр. Калча паянхи куна лайăх лару-тăрура. Çур акинче вара 2690 гектар çуртрисем акмалла пулать. Çавăн пекех 7142 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем пур. Умри тĕллев – тырă акнă лаптăксене 18360 гектара çитересси. Ку кăна мар-ха. Ÿсен-тăран продукцине пĕчĕк тăкаксемпех туса илесси те çивĕч ыйту.

Умри задачăсем пĕчĕк мар. 2009 çулта 15000 тонна тĕш-тырă, 23700 тонна çĕр улми, 8040 тонна пахча çимĕç туса илмелле. Пĕлтĕр районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 24 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнă. Тÿрех каламалла, çакă çителĕксĕр. Мĕншĕн тесен выльăхсен рационĕнче белоклă апат сахал. Çакна шута илсе хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсен паянах çитес хĕл çинчен шухăшламалла. Акă, "Коминтерн" ял хуçалăх предприятийĕнче 30 тонна таран сутлăх нимĕç пăрçин вăрлăхĕ пур. Ăна туянса усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăн пекех акмалли лаптăксен тытăмне пăрçа йышши культурăсене, козлятник, рапс, соя тата ыттине те кĕртмелле. Кун пек чухне выльăх-чĕрлĕхрен ытларах тупăш илме май пулĕ.

Иртнĕ çул усăсăр выртнă 3015 гектар лаптăкра агротехника ĕçĕсене ирттертĕмĕр. Çав шутран 2318 гектарĕ çине кĕр тыррисем акса хăвартăмăр. Кăçал 1610 гектар йышăнакан лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртмелле.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче хальхи вăхăтра 132 трактор. Вĕсен 58 проценчĕ ĕçе юрăхлă. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсене те юсаса çĕнетес ĕç пырать. Çур аки ирттерме 140-150 тонна дизель топливи кирлĕ пулать. Хальлĕхе вăл 30 тонна кăна-ха. "Коминтерн", "Нива", "Свобода" хуçалăхсен дизель топливи поставщиксем патĕнче упранать. 74 тонна бензин кирлĕ, хальлĕхе 5,6 тонна пур. Паян энерги перекетлекен техника, комбинированнăй агрегатсем тата ытти çакăн йышши агрегатсем туянма тăрăшмалла. Сăмахран, пĕр гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлеме 40 литртан ытла мар дизель топливи тухса кайтăр. Çакна "Коминтерн", "Дар-Бройлер", "Нива" хуçалăхсен ертÿçисем лайăх ăнланаççĕ.

Паянхи куна 1498, 2 тонна çурхи культурăсен вăрлăхĕн пахалăхне тĕрĕсленĕ. Акма юрăхли 54 процент. Вăрлăх хатĕрлес енĕпе "Коминтерн", "Свобода", "Нива", "Путь Ильича" хуçалăхсем ыттисенчен лайăхрах ĕçлеççĕ. Паянах минерал удобренийĕсем хатĕрлесси çине тимлĕ пăхмалла. Ăна кашни гектар пуçне 30 килограмран кая мар хывса хăварма тăрăшмалла.

Канашлура "Коминтерн" хуçалăх ертÿçи А.Новикова, районти ветеринари службин начальникĕн çумĕ А.Самышкин, район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Секайкин тата ыттисем те тухса калаçрĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ял хуçалăх отрасльне аталанма чăрмантаракан пулăмсене, умра тăракан çивĕч ыйтусене татса пама пулăшакан майсене палăртрĕ.

Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ А.Криков йĕркелесе ертсе пычĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика