Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын пурнăçĕн пахалăхне палăртакан паллăсем

13 декабря 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Патшалăх Канашне янă Çыруран: "...социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи кăтартусем енĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăна тухнăшăн Чăваш Ен (Раççей Федерацийĕн Правительствин, Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин виçĕ енлĕ комиссийĕн йышăнăвĕпе) 58 миллион тенкĕ ытла премие тивĕçрĕ. Çулталăк вĕçĕнче вара бюджета пысăк пахалăхпа тытса пынăшăн Раççей Правительстви пире черетлĕ хут 70 миллион тенкĕлĕх преми уйăрса пачĕ. Раççей Федерацийĕн виçĕ субъектне кăна федераци бюджечĕн укçи-тенкине шута илекен казначейство счечĕсемпе ĕçлеме ирĕк панă. Çав виçĕ субъект шутĕнче – Чăваш Ен!"

Промышленность продукцийĕ

Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче районти промышленноç продукцийĕ кăларакан предприятисем 31848, 4 пин тенкĕлĕх (121, 3 процент) ĕç тунă.

Продукци калăпăшне ÿстерес тĕлĕшпе "Красночетайский" тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Коллектив 11 уйăхра 19183, 0 пин тенкĕлĕх е 129, 3 процент продукци кăларнă. "Гидравлика" уçă акционерла обществăпа "Сельэнерго" ТЯО кăтартăвĕсем те аван.

Ĕç ăнăçлăхĕ çĕнĕ, пысăк тухăçлă оборудованипе усă курнипе тата çынсен ăсталăхĕпе тачă çыхăннă.

Пулăшу

Халăха тĕрлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе районта вунă организаци ĕçлет теме пулать. Ку енĕпе 11 уйăхра ММППЖКХ ыттисенчен аванрах кăтартусем тунă. Унăн ĕç калăпăшĕ 11641, 0 пин тенкĕпе танлашнă, ку 146, 6 процент пулать. Техника инвентаризацийĕн бюровĕ, "Йăла" предприяти, районти тĕп больница тата ыттисем те пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçленĕ. Тĕслĕхрен, райпо çынсене 910, 0 пин тенкĕлĕх пулăшу ĕçĕсем туса панă. Çав шутра йăла пулăшăвĕ 386, 0 пин тенкĕлĕх е 129, 1 процентпа танлашать.

Ял халăхĕ паян пуян пурăнать теме çук. Ял хуçалăх производствинче тăрăшакансен шалăвĕ уйрăмах пĕчĕк. Çынсене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерни халĕ питĕ кирлĕ. Çакна шута илсе, ку енĕпе ĕçе лайăхлатса пымалла, пулăшу пахалăхĕшĕн тăрăшмалла. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал халăха 1387, 0 пин тенкĕлĕх пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернĕ, çакă 117, 8 процент пулать.

Строительство

Асфальт сарса хытарнă çулсем хывас тĕлĕшпе "Резон" хупă акционерла общество кăтартуллă ĕçленине палăртма пулать. Коллективра хастар, пултаруллă, ăста специалистсем тăрăшаççĕ. Машина-трактор паркне кирлĕ техникăпа тивĕçтернĕ. Çакă кулленхи ĕçре ăнăçлă утăмсем тума пулăшать те. Акă, пĕлтĕрхи 11 уйăхра 30215, 4 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Кăçалхи кăтарту вара 83372, 7 пин тенкĕ е 275, 9 процент.

Çурт-йĕр юсас тата çĕнĕрен тăвас енĕпе ĕçлекен КСО хупă акционерла общество малашлăха курса тăрăшманни палăрать. Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче коллектив 3703, 0 пин тенкĕлĕх ĕçленĕ. Ку иртнĕ çулхи ĕç калăпăшĕнчен самай пĕчĕкрех. Тĕпрен илсен, çак кăтарту иртнĕ çулхин 69, 1 проценчĕ çеç.

Кăçал районĕпе строительствăра 87075, 7 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 2 хут çурăна яхăн ытларах.

Тавар çаврăнăшĕ

Халăха тавар сутас тĕлĕшпе районта аптека, райпо, "Гидравлика" уçă акционерла общество тата "Апатлану" ТЯО ĕçлеççĕ. Вĕсем кăçалхи 11 уйăхра халăха 177739, 3 пин тенкĕлĕх таварпа тивĕçтернĕ. Кунта райпо кăтартăвĕ чи пысăкки. Коллектив 143959, 0 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Таварпа тивĕçтерес енĕпе аптека, "Гидравлика", "Апатлану" коллективĕсем те кăçал кăтартусене пĕлтĕрхинчен лайăхлатнă.

Суту-илÿ ĕçĕ ăнса пытăр тесен тавар туянакансемпе сутуçăсен пĕр чĕлхе тупни кирлĕ. Çакă çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме май парĕ. Паллах, лавккасене илемлетни те халăха кирлĕ япаласем туянма хавхалантарĕ.

Ытти ĕçсем

Çак тапхăрта газ кĕртес тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Сăмахран, уйрăм 120 çурта газпа тивĕçтернĕ. Кунсăр пуçне строительствăпа монтаж ĕçĕсем 1200 пин тенкĕлĕх тунă. Çавăн пекех ялсенчи çĕнĕ урамсене электрификациленĕ. Пантьăк ялĕнче пурăнакансене таса шыв кĕртсе панă. Тасатмалли сооруженисене юсанă. Хватукасси ялĕнчи плотинана çĕнетнĕ. Хупă пĕчĕк пасар строительстви малалла тăсăлать.

Пĕтĕмĕшле илсен, районăн социаллă пурнăçпа экономики япăх мар аталанса пырать. 2007 çулхи экономика ăмăртăвĕнче эпир 21 район хушшинче республикăра 17-мĕш вырăна тухнă. Кăçалхи çур çул кăтартăвĕсем тăрăх 14-мĕш вырăнта. Коллективсем умра тăракан задачăсене татса парас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ теме пулать. Кая юлсан, каю шăтать тенине асра тытса паян тумалли ĕçсене ырана хăвармасăр пурнăçласа пынă. Çакна çÿлерех илсе кăтартнă ĕç кăтартăвĕсем туллин çирĕплетсе параççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика