29 ноября 2008 г.
Районта ĕçсĕрлĕх пурри пĕрре те савăнтармасть. Анчах та чăнлăхпа тавлашаймăн. Акă, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ Е.З. Тагайкина пĕлтернĕ тăрăх, ноябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне центрта 164 ĕçсĕр çын шутланса тăрать. Вĕсенчен 39-шĕ – çие юлнă хĕрарăмсем, 12-шĕ инвалидсем, 27-шĕ – пĕр-пĕр предприятире е организацире штатсене кĕскетнине пула ĕçсĕр юлнисем, 20-шĕ пенси çулне çывхарса пыракансем тата ыттисем те.
Ял тăрăхĕсемпе илсен, ĕçсĕррисен шучĕ Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче ытларах, кунта вĕсен хисепĕ 56-па танлашать, Мăн Этмен ял тăрăхĕнче – 15-ĕн, Питĕркассипе Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче кун пеккисем 13-шер, Ачкассипе Атнар ял тăрăхĕсенче – 10-шар, Тралькассинче – 11, Кив Атикассипе (7) Штанаш (8) ял тăрăхĕсенче сахалрах.
Источник: "Пирěн пурнăç"