Штанашский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăм. Ăçта ытларах

26 ноября 2008 г.

Районĕпе, ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенчи кашни ĕне вăтамран 6, 5 килограмм сĕт антарать.

Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 100 грамм нумайрах. Пĕр пек условисенчех «Свобода» колхоз дояркисем кашни ĕнерен 10 килограмм сĕт сăваççĕ. Паянхи куна сăвăмпа вĕсем – чи малтисем. «Коминтерн» – 9, 4, В.Никитин фермер хуçалăхĕ – 8, 7, «Победа» – 8, 5, «Нива» – 7, 7, «Аккозинский» – 7, 4. Асăннă хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, лайăхлатнă.

Çав хушăрах «Санкинский», «Мочковашский», «Путь Ильича» хуçалăхсенче продукци илесси чакса пырать. Хальхи вăхăтра çак хуçалăхсенче куллен кашни ĕне 2 килограмм чухлĕ сĕт антарать. Çакă апат рационĕ япăх пулнипе çыхăннă паллах. Акă, Шулю ферминче выльăх апачĕ çур хĕл валлилĕх çеç хатĕрленĕ. Кун пек кăтартусемпе сăвăма мĕнле ÿстермелле;

Хăш-пĕр хуçалăхсенче ăратлăха çĕнетессипе çителĕклĕ ĕçлемеççĕ. Çавна пулах «Асамат» хуçалăхри ĕнесем сĕт антармаççĕ. Районти хуçалăхсен витисене хĕле хатĕрлесе çитерессипе те тимлĕхе ÿстересчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники России

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика