25 октября 2008 г.
Юлашки çулсенче халăх сывлăхне тĕрĕслесе тăрассине, чирлисене тивĕçлĕ пулăшу парассине лайăхлатса пырасси медицина ĕçченĕсем умĕнче тăракан чи çивĕч задачăсенчен пĕри. «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, районти тĕп больницăна та çĕнетме палăртнă. Ун чухне тĕнче шайĕнчи оборудованипе тата хаклă аппаратсемпе усă курма пуçлăпăр. Халăх сывлăхĕ – çĕршыв пуянлăхĕ тесе ахальтен каламан-çке.
Çак кунсенче район больницин врачĕсемпе сестрисен пĕр ушкăнĕ Штанашри пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче чирлисене йышăнчĕç. Акă, шурă халатлисем патне Валентина Архиповна Софронова кĕчĕ. Вăл – иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Ача чухнех пушара тÿссе ирттернĕ. Юратнă ывăлĕ, аслă пĕлÿ илнĕскер, сарăмсăр вилсен унăн сывлăхĕ татах хавшакланнă. Инвалид пулнине Çĕмĕрлери ВТЭК çирĕплетет. Унччен чылай врачсем патне çитмелле, тĕрлĕ анализсем памалла, электрокардиограмма тата ыттине те тутармалла. Çапла вара унăн хулари врачсене сывлăхне тĕрĕслеттерес пулсан уйăхри пенси укçи те çитес çук. Вăл паян пĕр пус тÿлемесĕрех кирлĕ хутсене комисси валли хатĕрлеме пултарчĕ. Çавна май Светлана Сидорова врач патĕнчен тулли кăмăлпа тухрĕ.
Николай Ярабаев хирург та çав кунхине чылай çынна йышăнчĕ. Вĕсенчен пĕри – вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Леонид Емельянович Егоров пенсионер. Ăна пилĕк ыратни, урисем хăйне пăхăнманни, пÿресем йĕркеллĕ ĕçлеменни асаплантарать. Çавна май килти ĕçсене туса пыма йывăр. Вăл ку таранччен мĕн тĕрлĕ эмел ĕçмен-ши; Анчах усси сахалтарах пулнă. Кун пек чухне массаж тунин усси пысăк. Вăл шурă халатлисене тав туса пÿлĕмрен тухрĕ.
Наталья Паденова акушер-гинеколог валли те ĕç чылай пулчĕ. Вăл хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслесе кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Кун йĕркине çирĕп пăхăнса пыма сĕнчĕ. Çавăн пекех тĕп больница тухтăрĕсем пĕтĕмĕшле врач офисĕн ĕçĕпе те паллашрĕç, çитменлĕхсене пĕтермелли майсене уçса пачĕç. Çитес кунсенче вĕсем Штанаш, Çĕн Атикасси, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсенче пулса вĕренекенсен сывлăхне тĕрĕслĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"