26 июля 2008 г.
Паян “Асамат” хуçалăхăн Сĕнтĕкçырми уйрăмĕн никĕсĕ çинче кăçалхи тыр-пула пухса кĕртес ыйтупа семинар-канашлу иртет. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп агрономсемпе инженерсем, “Россельхозцентр” специалисчĕсем хутшăнаççĕ.
Семинар-канашлăва пухăннисем малтанах тĕш-тырă пухса кĕртмелли комбайнсемпе, йĕтемсемпе паллашаççĕ, пĕрчĕллĕ культурăсен пуссине çитсе кураççĕ, кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте пулаççĕ.
Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков вырмана тĕплĕн хатĕрленсе ирттерес, “Россельхозцентрăн” тĕп специалисчĕ А.Барышникова тырра апробаци тăвас тата вăрлăх хывса хăварас, “Ростехнадзор” специалисчĕ В.Васюков тыр-пул пухса кĕртмелли комбайсен юсавлăхĕ, ĕç çинче хăрушсăрлăх техникине пăхăнса пырас, ял хуçалăх пайĕн экономисчĕ Л.Фондеркина вырмана хутшăнакансене ĕçшĕн тÿлес ыйтусемпе тухса калаçаççĕ.
Юлашкинчен семинар-канашлăва хутшăннисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ.
Хаçатăн çитес номерĕнче кун çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр
Источник: "Пирěн пурнăç"