07 мая 2008 г.
Нумай пулмасть Хусанушкăнчи тĕп шкулта чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине тата Чăваш чĕлхин кунне халалланă эрне иртрĕ. Унта пур классем те хутшăнма тăрăшрĕç.
Чи малтанах 7-мĕш класра вĕренекенсем “Эсир И.Я.Яковлева пĕлетĕр-и;” блиц-турнирта вăй виçрĕç. Кунта чи пултарулли Е.Ярандайкина пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Николаевапа Г.Осипов пайларĕç.
8-мĕш класра вĕренекенсем грамматика вăййисене хутшăнчĕç. П.Мельников чи нумай очко пухса малти вырăна çĕнсе илчĕ. Е.Долговапа А.Ярдушкинăн та кăтартăвĕсем лайăх пулчĕç.
6-мĕш класра вĕренекенсем “Шÿтлĕ ыйтусем” викторинăра тупăшрĕç. Ку тупăшура тĕрĕс хуравсем парса Е.Александрова çĕнтерчĕ, иккĕмĕш – А.Федорова, виççĕмĕш – М.Смирнов.
“Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе” конкурсра 9-мĕш классем чĕлхе ыйтăвĕсене шĕкĕлчерĕç. Вĕсем фонетика, лексика, морфологи, синтаксис енĕпе пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Ку конкурсра чи тавçăрулли А.Петрова пулчĕ, ун хыççăн – А.Пономарева. Л.Храмова виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Плакатсен конкурсĕ те çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем 7-мĕш классем пулчĕç, иккĕмĕш – 8-мĕш класс, виççĕмĕш – 6 тата 9-мĕш классем.
8-мĕш класра пĕлÿ илекенсем сăмах вĕççĕн кăларнă журнал тăрăх И.Я.Яковлевăн биографи страницисемпе паллаштарчĕç. Пухăннисем чăваш çырулăхне пуçарса яраканăн, куçаруçăн, фольклористăн, чăваш литературипе искусствине ура çине çĕкленме вăй-хал панă И.Я.Яковлевăн пурнăçĕ çинчен итлерĕç.
Палăртмалла, шкулти чăваш чĕлхин пÿлĕмĕнче Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа ун çинчен калакан кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. И.Я.Яковлев çинчен тĕплĕн пĕлес текенсем валли пуян материал хатĕрлерĕмĕр.
Шкулта 1979 çултанпа “Çеçпĕл” литература хаçачĕ тухса тăрать. Çамрăк çыравçăсем тăван халăхшăн пĕтĕм вăй-халне панă И.Я.Яковлев çинчен чылай сăвă, сочинени çырнă. Эрне хушшипех хаçатра ачасен пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ.
Мероприятисем вĕçленсен пĕтĕмлетÿсем турăмăр, чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе чысларăмăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"