Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клубсене çĕнетни ял пурнăçне интереслĕрех тăвĕ

11 апреля 2008 г.

“Аваллăхсăр – малашлăх çук”, – теççĕ. Культура пайĕнче тăрăшакансем чăвашсен ырă йăли-йĕркисене пăрахăçа тухма парас мар, халăхăн канăвне усăллă йĕркелес, культура шайне çĕклес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Культурăпа çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.САМСОНОВ хуравлать.

– Ял тăрăхĕсем хушшинчи пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ вĕçленчĕ. Вĕсен ĕçне мĕнле хаклатăр?

– “Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!” смотр-отчет вĕçленчĕ. Ăна паллă совет композиторĕ М.Блантер çуралнăранпа 105 çул тата чăваш композиторĕ, “Хĕрлĕ Чутай Гимнĕн” авторĕ П.Федоров çуралнăранпа 75 çул çитнине халалларăмăр. Смотр-отчета пурĕ 14 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ, тĕп больница коллективĕ кăçал сцена çине тухма хал çитереймерĕ.

Тĕпрен илсен, концертсем тематика тĕлĕшĕнчен пуян пулчĕç, культура ĕçченĕсем яваплăха туйса ĕçлерĕç.

– Çапах та чи-чи пултаруллисене палăртса хăварар. Çав хушăрах ячĕшĕн çеç сцена çине тухакансем те пулчĕç-и?

– Штанаш ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ кашни çулах çĕннипе савăнтарать. Вĕсен пултарулăхĕ иксĕлми. Мăнэтменсем те сцена çинче нихçанхинчен маттур пулчĕç. Атнарсен концерчĕ кăмăла кайрĕ. Тĕп библиотека ĕçченĕсем смотр-отчета яланах тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Çав хушăрах Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Тралькасси, Пантьăк ял тăрăхĕсен мухтанмалли сахалрах. Тен, çакăнта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен айăпĕ те пур. Вĕсенче культура енĕпе çителĕксĕр ĕçлени сисĕнет, кадр ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Пытарма кирлĕ мар, пур çĕрте те культурăна ăнланакан, уншăн тăрăшакан çынсем ĕçлемеççĕ, ячĕшĕн çеç ĕçре тытăнса тăракансем те сахал мар. Кунта методика пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсен çитменлĕхĕсене те палăртмалла. Клубсенче музыка инструменчĕсем çителĕксĕрри те ура хурать.

– Гала-концерт та иртрĕ. Унта миçе коллектив хутшăнма тивĕçрĕ?

– Пĕтĕмлетÿ концертне чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем 4-шар номерпе сцена çине тухрĕç, ыттисен сахалрах. Тĕпрен илсен, гала-концертпа халăх кăмăллă юлчĕ. “Акатуй” уявне те пур ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнĕç. Концерт татах та пуянрах, интереслĕрех пулĕ. Юрă-ташă ăстисем пурĕ 50-60 номер кăтартĕç.

– Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç – ялти клуб учрежденийĕсене модернизацилесси. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ăçти клубсене çĕнетсе юсама палăртнă?

– Ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелеме, тавра курăмне, информаци шайне ÿстерме модельлĕ клубсем йĕркелеме палăртнă. 2008-2010 çулсенче чылай ĕçсем туса ирттермелле. Сăмах май, апрелĕн 2-мĕшĕнче çак ыйтупа районта пулса ЧР Культура министерствин представителĕсем Тралькассинчи, Штанашри, Атнарти, Серенкассинчи Культура çурчĕсене çитсе курчĕç, кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç. Чи малтан çак асăннă клуб учрежденийĕсене модернизацилеме палăртатпăр-çке. Районти культурăпа кану центрĕ те вĕсен шутне кĕнине палăртмалла. Çавăн пекех комисси членĕсем Атнарти “Айхал” хор пирки сăмах пуçарнă, коллектива халăх хорĕн ятне пама сĕнÿ парса хăварнă.

Палăртмалла, клубсене модернизацилес тесен ял тăрăхĕсен хăйсен укçи-тенкине чылай тăкаклама тивет. Кун хыççăн Культура çурчĕсене республика кирлĕ оборудованипе, çав шутра çутăпа, музыка аппаратурипе, кирлĕ костюмсемпе тивĕçтерĕ. Республика бюджечĕн укçипех тĕслĕх клубсене компьютерсем вырнаçтарĕç.

Клуб учрежденийĕсене модернизацилени ял пурнăçне нумай енĕпе интереслĕрех тума май парĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика