15 марта 2008 г.
Мартăн 13-мĕшĕнче районта черетлĕ Профилактика кунĕ иртрĕ.Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăхпа экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П. Самылкин ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхне çитсе курчĕ.
Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А. Прауловпа тата Н. Стекольщиков участковăйпа пĕрле Александр Петрович ял çыннисене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.
Е. Туйманова фельдшер Хусанушкăнчи ача сачĕ вырнаçнă çуртра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçас ыйтăва татса пама ыйтрĕ. Паянхи кун ялти медицина пункчĕ кивĕ, кĕç-вĕç ишĕлсе анасла çуртра вырнаçнă. А. Самылкин ку ĕçе районти тĕп больницăн ертÿçипе пĕрле йĕркелемеллине ăнлантарчĕ.
Унтан пухăннисем ял тăрăхĕн администрацине килнĕ пĕр заявление пăхса тухрĕç. Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Э. Орлова (упăшкипе уйрăлнă, икĕ пĕчĕк ачипе пурăнать) хăйне йĕркесĕр тытнипе, хунямăшĕпе час-часах харкашнипе «чапа» тухнă иккен. «Водолей» лавккара ĕçлекен Л. Соловьева сутуçăна та тем те пĕр каласа пĕтернĕ вăл. Э. Орлована Профилактика кунне ял тăрăхĕн администрацине чĕннĕ пулин те вăл кунта килме кăмăл туман. Чараксăр чĕлхеллĕ, ватă çын çине алă йăтма вăтанман хĕрарăма административлă майпа штраф пама йышăнса хăварчĕç.
Малалла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Праулов, Н. Стекольщиков участковăй тата Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкул директорĕ И. Живоев Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан Ефремовсем патне çитсе курчĕç. Ку килте пурăнакан мăшăр эрехпе туслă иккен, ниçта та ĕçлемест тесен те юрать. Çемье пуçлăхĕ хушăран ял хуçалăх ĕçне хутшăнкаланипех çырлахать. Мăшăрĕ, чирлет пулсан та, усал шĕвеке тиркесех каймасть. Ефремовсене «симĕс çĕленпе» туслашма пăрахмалли, шкул çулне çитмен икĕ ывăлне ача садне çÿретмелли çинчен пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Мăшăрсем вĕсен ача садне ир-каç çÿреме вăхăт «пулманнине» пĕлтерчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе шкул директорĕ Ефремовсене ачисене садике ярас ыйтăва çывăх вăхăтра татса пама сĕнчĕç.
Юлашкинчен ушкăн çак ялтах пурăнакан, эрех-сăрана тиркесех кайман Ксенофонтовсен çурчĕ умне çитрĕ. Анчах та хапха алăкне тултан кантрапах яваласа хуни килте никам та пулманнине пĕлтерчĕ. Кил хуçисемпе курса калаçасси пулмарĕ.
Çакăн пек Профилактика кунĕсем «çуттине» ачисенчен те ытларах кăмăллакан ашшĕ-амăшĕсен йышне чакарас, йĕркесĕр çемьесенче нушаланакан ачасене пулăшас тĕллевпе иртеççĕ. Аслисем ачисен пуласлăхĕ çинчен вăраха ямасăр шухăшлама пуçласса шанас килет.
Источник: "Пирěн пурнăç"