21 февраля 2008 г.
Виç кĕтеслĕ çырусем... Вĕсене мана пускил карчăкĕ Ульяна кинемей панă. Ватă ĕнтĕ вăл. Кăçалхи декабрĕн 14-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Çитменнине тата ăна шалкăм çапнăччĕ. Шĕкĕр Турра, çÿрет-ха. Ăс-тăнне те çухатман. Анчах та калаçнă чухне сăмахĕсем уçăмсăртарах тухаççĕ.
Кинемей çырусене тутăрпа çыхса тĕплĕн упранă пулин те хучĕсем тĕсĕсене çухатса сарăхнă, тусанпа витĕннĕ. Кăранташпа çырнă йĕркесене вулама кансĕртерех.
Акă унăн шăллĕ Тимухха патне пускил каччи, Балтика тинĕсĕн матросĕ, Василий Максимович (манăн атте) 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче çырнă çыру.
«Ырă кун, Тимухха шăллăм! Санăн çырăвна алла илтĕм. Кăна митингран килнĕ хыççăн çыратăп. Паянтан вăрçă вăхăчĕ пуçланчĕ ĕнтĕ. Ку хушăра пĕрре те канлĕ çывăрман, таçта тухса каяс пекех хатĕр тăрса, çывăрма та çаплипех, ним хывăнмасăр, çири хамăр япаласемпех. Çĕркаç ярмани (Германи – авт.) кайăкĕсем килнĕ, пирĕн вĕсене çаклатнă, пит хытă тĕтĕрнĕ вара çĕртен çÿлелле. Паян пирĕн хĕрлĕ кайăксем тăшман çинелле пит хыт кĕрлесе кайрĕç, суса та кăларас çук.
Хут сахал çырнăшăн ан çиллен, малтанхи пек сĕтел çинче саркаланса ларса çырмалли çук. Хамăр куккăр (урам – авт.) хĕрĕсене салам кала манран.
Салампа В.Медведев.»
Тепĕр кунне хăрушă вăрçă пуçланать...
Павлов Тимофей (Тимухха) Иванович патне октябрĕн 22-мĕшĕнче çырнă çырăвĕ те упранать. Унта хăй пирки нимĕн те çырман. «...Урăх нимех те çырмастăп, мĕншĕн тесен пит васкатăп», – тенĕ кăна.
Виççĕмĕш çырăвне 1943 çулхи январĕн 14- мĕшĕнче Ульяна кинемейĕн Марюк йăмăкĕ (халĕ вилнĕ – авт.) патне çырнă. Ку хутĕнче те, умĕнхи пекех, вăрçă тата хăйĕн пирки нимĕн те çырман. Вăрçăри юлташĕсем çинчен кăна ыйтса пĕлсе çырса яма ыйтнă.
Вăрçă тухнă куна Ульяна Мучикасси çывăхĕнче, Çĕмĕрле-Етĕрне çула тухнă çĕрте кĕтсе илет. 1941 çулхи ноябрь-декабрĕн шартлама сиввисенче Шулю айĕнче окопсем чавать. Ăна, 24 çулхи çамрăк та хитре хĕре, 13 хĕр-тантăшĕпе пĕрле, Иваново облаçне торф кăларнă çĕре илсе кайнă. Ĕç-пуç кунпа кăна вĕçленмен-ха. Çамрăк хĕрсене торф кăларнă çĕртен уйăрса, çапăçу хирĕсенчи выртса юлнă салтаксене пуçтарма илсе кайнă. Вилесен ÿт-пĕвĕсене йĕрĕнмесĕр, чăтăмлăн пĕр çĕре пухса тирпейлесе пытармалла пулнă. Пĕррехинче команда пункчĕ вырнаçнă блиндажа снаряд лекет. Вĕсем ĕçленине çирĕплетекен документсем пĕтеççĕ. Çак синкерлĕхе те тÿссе ирттерме тивет унăн. «Пĕрле кайнă 13 çынтан пурăнаканĕ те эпĕ кăна юлтăм», – каласа парать вăл.
Иваново облаçне Афанасьева Серафима Павловна (Мăн Павăл хĕрĕ) та кайнă. Пĕрле ĕçленĕ.
Елена (Ульяна) Ивановна Иванован ашшĕне, Павлов Иван Павловича, 1941 çулхи хĕлле вăрçа илсе каяççĕ. Тимухха шăллĕне 1942 çулхи çуркунне Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Ашшĕпе ывăлĕ те вăрçăран таврăнаймаççĕ. Ульяна хăй те тăван ялне 1945 çулхи хура кĕркунне кăна таврăнать.
Хутла вĕренеймен вăл. Мĕншĕн тесен çемьере асли пулнă май, пĕрремĕш класра (учителĕ Никитин Павел Николаевич) уйăх çурă вĕреннĕскере, ашшĕпе амăшĕ, ача пăхмалла тесе шкула яман. Иван Павловичăн пысăк çемье – сакăр ача – пулнă. Кĕçĕнни Санюк 1938 çулта çуралнă. Пурăнаканĕсем тăваттăн юлнă: Ульяна, Тимухха, Марюк тата Санюк. Вăрçă хыççăнхи çемье лавне тата кил-çурт ăшшине тытса пыраканĕ пулнă. Амăшĕ, Павлова Анастасия, ватăлнă.
Ульянăна пускил каччи Валентин кăмăлланă пулас. Акă вăл, Смирнов Валентин Павлович, 1943 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче çар чаçĕнчен ун патне янă çыру: «Çырас терĕм çырăвне хамăн юратнă Ульяна патне», – çакăн пек пуçласа çырать салтак. Малалла: «...Килтен ман пата пичи (Эршен – авт.) вăрçăра вилнĕ тесе çырса пĕлтерчĕç. Çавна пĕлнĕрен вара ăш-чик вăркасах, хытсах çÿрет. Ну, Ульян, халĕ сире курса калаçас килекен пулчĕ. Пирĕн яш ĕмĕрсем кунтах иртеççĕ пулĕ ĕнтĕ. Тепре килти апата çийĕттĕм...»
Кун çумне мĕнех хушса калăн-ха. Вĕсен çулĕсем юнашар выртнă пулин те, пĕрлешеймен. Валентин Павловичпа мăшăрĕ Мария Захаровна Смирновсем çут тĕнчерен уйрăлни нумай пулать.
Çырма, вулама пĕлмен пулин те Ульяна хĕрупраçа тăван килĕпе тата фронтри шăллĕпе хут урлă çыхăну тытма тус-тантăшĕсем пулăшнă. Вĕсем вăл ыйтнипех ун ятĕнчен Медведев Василий патне те çырусем çырса янă. Акă 1943 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче шăллĕ аппăшне аманнă алли сывалнине пĕлтерет. Çав çулхи сентябрĕн 7 кунĕнче Тимухха тăван килне çапла çырать: «Ку çырăва окопра çыртăм эпĕ”.
Источник: "Пирěн пурнăç"