21 февраля 2008 г.
Республикăри оборонăпа-массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне Хусанушкăнь шкулĕн ачисем те хастар хутшăнаççĕ.
Çак кунсенче Хусанушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Иванов воин-интернационалиста халалласа вĕренекенсем хушшинче шахматла выляссипе шкул чемпионачĕ пулчĕ. Чемпионат çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. 9-мĕш класри Андрей Воробьев пурне те парăнтарса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Григорий Осипов (7 класс), виççĕмĕшне Дмитрий Вашуркин (7 класс) тата Сергей Ядранский (9 класс) çĕнсе илчĕç.
Чемпионата чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ С.В.Яруткина йĕркелесе ертсе пычĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"