Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валентинпа Валентина

12 февраля 2008 г.

Эпĕ Хусанушкăнь ялĕнче пурăнакан Валентин Ефимович Харитонова 40 çул ытларах та пĕлетĕп пулĕ. Ăна хамăр ялта, Элĕк районĕнчи Мартынкассинче курни халĕ те асрах-ха. Сап-сарă çÿçлĕ çамрăк ял клубне пынăччĕ. Вăл Виталий Иванович Сергеевпа, ЧПУн хальхи профессорĕпе пĕрлеччĕ. Паллашрăмăр.

– Эпĕ Валентин пулатăп, – терĕ çамрăк çын.

– Иксĕмĕр пĕрле ĕçлетпĕр, – хушса хучĕ манăн юлташăм Виталий. – Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче ачасене нимĕç чĕлхипе чăваш литературине вĕрентетĕп. Вăл вара çамрăк ăрăва сывă та тĕреклĕ ÿсме хăнăхтарать. Тĕрĕсрех калас пулсан, вăл – физкультура учителĕ.

Çакăн пек паллашрăм эпĕ халĕ Хусанушкăнче пурăнакан Валентин Ефимович Харитоновпа. Ун хыççăн темиçе хутчен те тĕл пулнă-ха эпир. Нумаях пулмасть тепĕр хут курнăçрăмăр.

– Эпĕ халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, – пĕлтерчĕ мана Валентин Ефимович. – Пĕлетĕр вĕт-ха, районти Госстрах системинче нумай çул ĕçлерĕм. Пурнăç тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркине тытса пытăм. Мĕншĕн тесен спорта ачаранах юрататтăм. Çавăнпах вунă класс пĕтерсен Шупашкарти учительсем хатĕрлекен института кĕрсе физкультура учителĕ ятне илтĕм.

Юлашки вăхăтра эпĕ çуран чупасси çине тимлĕрех пăхма тытăнтăм. Хам шутланă тăрăх, кашни уйăхрах 120 километртан кая мар чупатăп. Çакă мана ĕçлеме, пурăнма вăй-хал парать. Тĕрĕсрех калас пулсан, Хусанушкăнь-Чутай трассăпа миçе хутчен чупса тухман-ши эпĕ;

Валентин Ефимовичăн юратнă ĕçĕ – картинăсем ÿкересси. Çак ĕçе вăл ятарласа вĕренмен пулин те профессионал-художник шайĕнчех пурнăçлать. Ас тăватăп-ха, ун чухнехи Ленин ячĕллĕ хуçалăхра вăл илемлетнĕ плакатсемпе чĕнÿсем мĕн чухлĕччĕ! Кунсăр пуçне йывăçран тĕрлĕ япаласем тума та ăста. Унăн килне кĕрсе курсан кирек кам та тĕлĕнĕ. Сĕтел-пукана хăйне майлă илемлетет. Тĕрĕсрех калас пулсан, вăл ал ĕç ăсти. Ун пек çынсене пирĕн шырамалла-ха.

Мăшăрĕ, Валентина Ивановна, Хусанушкăнь шкулне 1970 çулта ĕçлеме килнĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене математика вĕрентнĕ.

Харитоновсем виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика