05 февраля 2008 г.
Çемьене “çĕнĕ кайăк” вĕçсе кĕни пек телей мĕн пур-ши? Кăçалхи январь уйăхĕнче районĕпе пурĕ 14 ача çуралнă, пĕлтĕр çак тапхăрта 13 чун çут тĕнчене килнĕ. Февралĕн 4-мĕшĕнче 16-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Акă, II Хурашашри Николай Геннадьевичпа Елена Вячеславовна Николаевсен пĕрремĕш хĕр пĕрчи çемьене килнĕ. Трапайри Владимир Викторовичпа Наталья Валерьевна Кондрашкинсен виççĕмĕш ывăл çуралнă.
Шел те, вилекенсен йышĕ çуралакансенчен ытларах. Январь уйăхĕнче 48 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, иртнĕ çул çак хушăра 41 çын çĕре кĕнĕ пулнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"