19 декабря 2007 г.
Тăван шкул вăл – юратнă анне пекех çывăх, ялан хăй ытамне чĕнет. Маншăн та çавăн пекех: ялан хамăра вĕрентнĕ учительсем аса килеççĕ, шкулта чупнă вăхăтсем чуна ăшăтаççĕ...
Акă, иртнĕ шăмат кун тăван шкулăм – Хусанушкăнь шкулĕ 110 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, унта ĕçленĕ учительсем, ачасене вĕрентес ĕçре тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем чылаййăн килсе çитрĕç. Шкул юбилейне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева та хутшăнчĕ.
Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Учительсем юбилее халалласа чылай стена хаçачĕ кăларнă, унтах ачасен пултарулăхне кăтартакан тĕрлĕ куравпа паллашма май килчĕ, тĕрлĕ çулхи выпускниксен сăн ÿкерчĕкĕсем пурри кăмăла çĕклерĕ тата ытти те.
Чи малтанах шкул директорĕ С.А.Иванейкина сăмах илчĕ, уява килсе çитнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Шел те, тĕрлĕ çулсенче директорта ĕçленисем сахаллăн пуçтарăннă. 1966-1976 çулсенче шкула ертсе пынă Г.И. Кочетков директор вара уявăн хаклă хăни пулнине палăртмалла.
Светлана Анатольевна пухăннисене шкул 110 çул хушшинче утса тухнă çул-йĕрпе кĕскен паллаштарчĕ, чи пĕрремĕш вĕренекенсен ячĕсене асăнса хăварчĕ. Сăмах май, Хусанушкăнь ялĕнче 1897 çулта 2 класлă чиркÿ прихучĕн шкулĕ уçăлнă. Пĕрремĕш учитель пулса Хурашашри чиркÿ пупĕн хĕрĕ Яблонская ĕçленĕ. 1918 çултан пуçласа 10 çул хушши шкула Ишеккасси çынни В.А.Орлов ертсе пынă.
Хăй ĕмĕрĕнче шкул статусне темиçе хут та улăштарнă. 1940 çулта 7 класлă, 1961 çулта – 8 класлă, 1963 çулта – вăтам шкул, 2004 çултанпа вара кунта пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкул туса хунă. Ку, паллах, шкулта ачасен шучĕ чакса пынипе çыхăннă.
Хальхи шкул çуртне 1964 çулта Л.Е.Егоров пуçарнипе тума пуçланă. 1969 çулта ăна хута янă. Çак ĕçре Г.И.Кочетков шкул директорĕн тÿпи пысăк. Вăл тăрăшнипе 1972 çулта юнашар тата тепĕр шкул çуртне хута янă. Ачасем ăс пухма тĕрлĕ ялсенчен çÿренĕ, вĕсен йышĕ çулран çул ÿссе пынă. Паянхи куна вара кунта 101 ача вĕренет (30-40 çул каялла асăннă шкула 1600 яхăн ача çÿренĕ пулнă). Вĕсене 13 учитель ăс-тăн, тивĕçлĕ воспитани парать. Вĕрентекенсем пурте аслă пĕлÿллĕ, вĕсенчен пĕри – аслă категориллĕ специалист. Педагогсем ачасене тивĕçлĕ пĕлÿÿ, кирлĕ пек воспитани парассишĕн, çĕнĕ технологисене алла илсе пурнăçпа тан пырассишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Тивĕçлĕ ĕçсемшĕн С.В. Яруткинана РСФСР Çутĕç министерствин тата ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, В.А.Нагорована – ЧР Вĕрентÿ министерствин тата çамрăксен политикин Хисеп грамотипе, С.Н.Маркова РФ Вĕрентÿпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Учительсемпе шкул ачисенчен район пуçлăхĕн А.И.Криковăн тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Н.Маловăн ятран паракан стипендийĕсене тивĕçнисем пурри те шкул чысне çĕклет. Асăннă шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисенчен те тава тивĕçлĕ учитель ятне тивĕçнисем чылаййăн. Выпускниксенчен пĕлĕве тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ÿстерсе паллă çынсем пулса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнакансене асăнса çитерме çук: учитель профессине кăмăллакансем сахал мар, композиторсемпе юрăçсем, артистсем, наука кандидачĕсем, çар çыннисем, ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем... Вĕсенчен нумайăшĕ тăван шкулăн юбилейне пухăннă. Светлана Анатольевна пурне те ятран асăнса хăварчĕ, шкултан паллă çынсем вĕренсе тухнипе мухтаннине каларĕ.
Т.Н.Шереметьева сăмах илнĕ май, шкул коллективне, пухăннисене юбилей ячĕпе саламларĕ, учительсене вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, чи тăрăшуллисене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
Шкул аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнă учитель-пенсионерсем сăмах илчĕç. Г.И.Кочетков хăй ĕçленĕ çулсене ăшшăн аса илсе каласа кăтартрĕ. Выпускниксем шкулта вĕреннĕ çулсем çинчен ăшшăн, пăлханса та хумханса калаçрĕç, тăван шкула асăнмалăх парнесем турĕç.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Праулов та асăннă шкултан вĕренсе тухнă. Вăл педагогсене чĕререн тав турĕ, уяв ячĕпе хаклă парне пачĕ. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче шкул ачисемпе учительсем, Ю.Юнисовапа А.Самсонов юрăçсем, вĕсем те асăннă шкулăн выпускникĕсем, пухăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Кăмăллă иртрĕ юбилей каçĕ. Выпускниксем хăйсене вĕрентнĕ учительсемпе тĕл пулса калаçрĕç, шкул коридорĕ тăрăх утса ачалăха таврăнчĕç, тăван шкул ытамĕнче пулса савăнчĕç.