22 августа 2007 г.
Хăйсен килĕнчи сак пĕрене çинче пуçларăмăр эпир калаçăва. Сĕнтĕкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Елизавета Ивановна Чамашкина хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарма хирĕç пулмарĕ:
- Пирĕн çемьере пилĕк ача пулнă: Нина, Ульки, Лисук, Микулай, Валери. Ачалăх çăмăл пулман. Кулак тесе айăпларĕç. Пÿртне те илсе кайрĕç. Витере пурăнма пуçларăмăр. Кайран арман кĕлетĕнчен пÿрт туса пурăнтăмăр. Атте пура тунă пулнă, ăна та туртса илчĕç. Лашана, ĕнене, сурăхсене атте вăрçăна кайиччен илсе панă пăрăва та илсе тухса кайрĕç. Типпе юлтăмăр. Атте вăрçăра 1941 çултах хĕлле вилнĕ. Ăçта вилнине те пĕлеймерĕмĕр. Борис Элекçийĕ вăрçăран киле килсе кайрĕ. Элекçи пирĕн аттепе пĕр çĕрте çапăçнине каласа кăтартрĕ. Атте ун чухне 42 çулта пулнă. Аннене кăкăр ачине пăрахтарсах Сăр хĕрне окоп чавма илсе кайнă. Мĕн килтен илсе кайнă çăкăр пĕтиччен усранă. Шăпах çавăн чух виçĕ уйăхри Коля вилнĕ. Анне пире пĕчченех пăхса çитĕнтерчĕ. Атте вăрçăра çапăçса вилнĕшĕн колхозран пире валли çăмăллăх пулмалла пулнă. Анчах çав пулăшупа пире пачах усă куртарман.
Ялти шкулта тăватă класс пĕтертĕм. Вун сакăр çула çитсен Свердловск хулине вербовкăпа кайса строительсен бригадинче каменщикра ĕçлерĕм. Ĕç хыççăн каçхи шкула çÿрерĕм. Саккăрмĕш класран вĕренсе тухмалли экзамен тытмалли вăхăтра анне вилни çинчен телеграмма илтĕм. Валери шăллăм салтакран отпуска килнипе хăйне курма çавăн пек телеграмма янă иккен. Киле килсе кайрăм çав. Резина атăпа ĕçленĕшĕн ура шыçнипе саккăрмĕш хута картлашкасемпе хăпарайми пулсан Свердловскран киле виçĕ çул çурăран таврăнтăм. Урасем ыратма пăрахсан çур çултан Мускава чукун çул çине ĕçлеме кайрăм. Çавăнта ĕçленĕ чух больницăна лекрĕм, операци турĕç. Йывăр ĕçлейменнипе разряда пĕчĕклетрĕç, укçа сахал тÿлеме пуçларĕç, çиме те çитми пулсан киле таврăнтăм. Ялта «Трактор» колхоз председателĕ Геннадий Семенович Любимов кирпĕчрен пÿрт тума йÿнĕрех ларнине канаш пачĕ. Колхоз янипе Свердловск облаçĕнчи Шайттан станцине пĕренесем патне ĕçлеме ячĕç. Вагонсемпе тиесе килнĕ пĕренесене процентпа пире те пачĕç. Кирпĕчне Шупашкартан тиесе килтĕмĕр. Пÿртне 1969 çулта купалама пуçларăмăр. Чÿрече таран хамăрах купаларăмăр. Колхоз ĕçĕнчен таврăнсан кирпĕчне хамах хураттăмччĕ. Чÿрече таран купаланă хыççăн хамăр тăвансен ачисем Володьăпа Гена пулăшатчĕç. Володя мана мĕн чухлĕ тав тунă пуль хăйне каменщик специальноçне суйласа илме çул кăтартаканĕ пулнăшăн. 1973 çулта кĕркунне çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрăмăр. Çавăн чух аннене раствор туса йăтнипе йывăр килчĕ пулмалла, 1974 çулхи çуркунне 68 çулта вилсе кайрĕ. Шăллăм 1982 çулта 42-ре вилчĕ. Атте те çавăн чухлĕ çеç пурăннă. Колхозăн сысна фермине, шкул купаланă çĕрте те вăй хутăм. Ишеккассинчи кирпĕч заводĕнче те пĕр тапхăр тăрăшрăм. Унтан тăван ялта 1973-1993 çулсенче 20 çул хушши почтальонкăра ĕçлерĕм.
Тĕрĕ-эрешпе интересленнĕ. Минтер пичĕ, вырăн таврашĕ, сĕтел çи виттийĕ тата ыттине те тĕрленĕ. Сурхуринче 72 çул тултаратăп.
Манăн аппа Ульки 3 класс пĕтернĕ. Дояркăра 7-8 çул ĕçлерĕ, пăрусем, сыснасем пăхрĕ. Сухăр юхтармалли леспромхоза мастерсем килсе ĕçлеме илсе каятчĕç. Унта çичĕ çул ĕçлерĕ. Колхоз Свердловск облаçне пĕренесем те тиеме янă. Кайран мĕн пенсие тухичченех колхозăн строительство бригадинче тракторпа машина паркне, столовăйне, складне, клуба, правление кирпĕчрен купаланă çĕрте тăрăшрĕ. Халĕ вăл 74 çулта. Çапла иксĕмĕр кĕшĕлтетсе пурăнатпăр. 78 çулхи Нина аппана чирлесен хамăр пата Тури Çĕрпÿкасси ялĕнчен пăхма илсе килтĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх усратпăр, - вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Елизавета Ивановна.
Калаçушăн тав туса вĕсенчен уйрăлтăм.
Источник: "Пирěн пурнăç"