17 августа 2007 г.
Н.К.Самсонов II Хурашаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Етĕрнери механизаци училищинче пĕлÿ илнĕ хыççăн ялта тракторист пулса ĕçленĕ. Пултарулăхне кура ăна ял çыннисем председатель пулма шаннă. Ун чухне колхоз “Трактор” ятлă пулнă. Вăл пуçарнипе хуçалăха Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз туса хунă. Вăл 7 яла пĕрлештерсе тăнă. Кăтартăвĕсем тăрăх, асăннă хуçалăх районта малтисенчен пĕри пулнă.
Николай Кузьмич ертсе пынă çулсенче Ленин ячĕллĕ колхоз çулленех хăватлă аталанса пынă, ума лартнă тĕллевсене, тивĕçсене вăхăтра пурнăçланă. Уй-хир ĕçĕнче техникăпа та, алă вăйĕпе те туллин усă курнă. Çулсерен кашни гектартан вăтамран 30 центнера яхăн тĕш-тырă туса илнĕ, çĕр улми 250 гектар таран лартнă. Сĕт сăвассипе те малта пулнă. Вĕсем малта пыракансен опычĕпе усă курса тата наукăпа техникăри çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе çĕр ĕç культурине ÿстерсех пынă, пилĕк çуллăх планĕсене срокчен пурнăçланă. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Н.К.Самсонова ял хуçалăхĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕ темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă. 1984 çулта “ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ят парса наградăланă. Çĕр ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнăшăн, колхоз председателĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн, çитĕнÿсемпе савăнтарнăшăн райканаш ĕçтăвкомĕнчен панă Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕ пĕтĕм пурнăçне, вăй-халне тăван колхозшăн панă, общественноçшăн тăрăшнă. Çавăн пек ĕç паттăрĕсемпе эпир мухтанатпăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"