15 августа 2007 г.
Эпĕ пырса кĕнĕ чухне мана Юля хĕрĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ, тĕпелерех иртме сĕнчĕ. Хам мĕнле сăлтавпа килнине пĕлтерсен канма ларнă кинемей йăл кулчĕ. Тÿрех вăл сăпайлă çын пулни палăрчĕ.
- Мĕнех каласа памалли пур ĕнтĕ манăн. Çынсем пекех пурăннă пуль, - сăмах хутаççин тĕввине салтасшăнах пулмарĕ 92 çула кайнă кинемей. Çапах пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн аса илме пуçларĕ, кăмăлĕ ман еннелле çаврăнчĕ пулас.
Дария Федоровна Ядранская (хĕр чухнехи хушамачĕ Фролова) Сĕнтĕкçырми ялĕнче 1916 çулхи апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче чухăн çемьере çуралнă.
- Анне каланă тăрăх, мана Çăварнин юлашки каçĕнче çуратнă. Атте ратни час вилсе пĕтнĕ. Çичĕ ывăл та пĕр хĕр пулнă. Эпĕ темĕнле нумай пурăнаканскер пултăм. Те вĕсемшĕн пурăнатăп. Ачалăх çулĕсем çăмăл пулман. Пуянрах Караçăмсем патĕнче 3 уйăх, кайран 17 çула çитсен Çтуппансем патĕнче 2 çул хушши хутла вĕрентĕм. Хамăртан пĕр кил тăвалла пурăнакан каччăпа, Илья Егорович Ядранскийпе, 1937 çулта Çăварнинче пĕрлешрĕмĕр. Ултă ача (Валера, Юля, Рудольф, Людвиг, Вова, Лена) пăхса çитĕнтертĕмĕр. Мĕнле йывăр вăхăтра вĕсене ÿстерме тиврĕ. Çырла тататтăмăрччĕ те çуранах Çĕмĕрле хулине кайса сутаттăмăр, çав укçапа çăкăр илеттĕмĕр. Çимелли çук пулсан та ачасене ура çине тăратрăмăр. Ун чухне хальхи пек мар, арçынсем валли ĕç çукрах пулнă. 1938 çулта Валерие çуратсан колхоза кĕтĕмĕр. Илле чÿрече рамисем тума пуçласан тин йăл илтĕмĕр. Платник ĕçĕпе тĕрлĕ ялсене те çÿретчĕ вăл. Килтен хăшĕ те пулин колхоз ĕçне тухмасан çĕр касса илетчĕç. Колхоза ĕçлеме кайсах пурăнтăм. Пĕррехинче пĕчĕк ачана пăрахсах ĕçе кайнăшăн хуняма хытах ятларĕ: “Ача хăçантан вара макăрать, мĕншĕн хăвăрт килмерĕн;” Халăхран уйрăм мĕнле ĕç пăрахса килĕн-ха; Колхоз ĕçĕнчен пач юлман, тăрăшнă.
Иллесен 4 ывăл пулнă, Илле асли, кĕçĕннисем пурте вилнĕ. Илле ашшĕ тенкел те, арча та тума ăстаччĕ. Ман упăшка та ашшĕнех хунă, пит маçтăрччĕ.
Ĕмĕр ĕмĕрленĕ чух темле пурнăç та куратăн. Çамрăк чухне чирлеттĕмччĕ, халь чирлеме те мантăм пулмалла. 14 çулта чухне аякран килекенсем пан улмисем таттаратчĕç. Эпир, тепĕр хĕр ачапа, улмуççин пĕр туратти çинче тăраканскерсем, пан улми тататтăмăрччĕ. Çак турат пире тÿсеймесĕр хуçăлса анса манăн хула хытах чĕрсе амантрĕ. Мана Упукушкăнь больницинче сыватрĕç. Çавăн чух темле ят та илтме тиврĕ. Халăх çăварĕ хапха тесе ахаль каламан çав. Çын элекпе çын пуснă тенĕ ĕлĕк. Хуняçа çавăншăн мана юратмасăр пурăннă.
Аннен Мари, Праски, эпĕ тата 3 ывăл пулнă, анчах ывăлĕсем - Мĕкĕте, Унтри, Йăван - çамрăклах вилсе пĕтнĕ. “Çак Сĕнтĕкçырминче пĕр çыннăн çичĕ ывăл, сана валли те пур пулĕ та-ха”, - тесе калатчĕ анне. Чăнах та, мана валли Сĕнтĕкçырминчех каччă тупăнчĕ. 62 çул пурăнтăмăр Иллепе. Лайăхах, килĕштерсе пурăнтăмăр. Гриппа чирлесен 1999 çулта февраль уйăхĕнче вилсе кайрĕ. Валерипе Вова ывăлăмсем те çамрăклах çĕре кĕчĕç. Хуйхă тени пĕччен çÿремест. Мĕн тăвайăн, пирĕн, юлнисен, малаллах пурăнмалла. Вăй пур чух ĕçленипе хырăм та выçатчĕ, халĕ выçмасăрах çиетпĕр... - каласа пачĕ кинемей.
Тарье кинемей хальхи вăхăтра Юля хĕрĕпе пурăнать. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"