Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте, йĕтем çинче хĕрÿ ĕç

15 августа 2007 г.

Ял ĕçченĕсем уй-хирти тыр-пула вăхăтра, лайăх пахалăхпа пухса кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Вырса илмелли тырă лаптăкĕсем кунран-кун пĕчĕкленсе пыраççĕ. Августăн 14-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 2323 гектар çинчи тырра вырса тĕшĕленĕ. Тухăç вăтамран 19 центнерпа танлашать. Пăрçа лаптăкĕ районĕпе 145 гектар йышăнать. Ăна пур çĕрте те çулса пĕтермен-ха. Ку енĕпе “Нива” (32 гектар), “Аккозинский” (22 гектар) хуçалăхсем тăрăшарах ĕçленĕ.

Тыр-пул шăпи паян кашнинех хумхантарать. Акă, “Аккозинский” ЯХПК тăрăх илсен, кунта кĕрхи тулăна 100 гектар çинчен пĕтĕмпех вырса тĕшĕленĕ, пурĕ 200 тонна тырă йĕтем çине килнĕ. Хальхи вăхăтра бригадăри ĕçченсем тĕш тырăна тасатса та типĕтсе кĕлете кĕртессипе тимлеççĕ, вăрлăх та янтлаççĕ. А.Ефремовпа Ю.Яковлев, Ю.Каратаевпа А.Иванов комбайнерсем пăрçана та çулса пĕтернĕ. Паян-ыран пулса çитнĕ пăрçана çапса илме хатĕрленеççĕ.

Ю.Кириллов водитель пирки асăнса хăвармалла. Вăл чылай çул ĕнтĕ тăван хуçалăхра тăрăшать. Хăйне шанса панă автомашинăна ялан юсавлă тытать. Кăçалхи вырмара та вăл пысăк хастарлăхпа ĕçлет. Уйран килекен тыр-пула пĕчченех турттарса тăрать. 

Тури Çĕрпÿкассинче, кунта çеç мар, ытти хуçалăхсенче те, çурхи культурăсем пиçсе çитеймен-ха. Çакна çуртрисене кая юлса акнипе ăнлантармалла. Ку кăçал çуркунне çĕр вăхăтра пиçсе çитейменнипе пулчĕ паллах. Çавăнпа комбайнсем хире тухаймаççĕ. “Аккозинский” хуçалăхăн çурхи тыр-пул лаптăкĕ  271 гектарпа танлашать, вĕсенчен тулă - 135 гектар, урпа - 52, сĕлĕ - 57.

Вырма ĕçĕсемпе пĕрлех механизаторсем çитес çулхи тыр-пул тухăçĕшĕн ĕçлеççĕ, çĕртме тăваççĕ. “Аккозинский” кооператив кăçал кĕрхи культурăсене 150 гектар акса хăварма шутлать. Хальлĕхе 50 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика