21 июля 2007 г.
Ĕнер, июлĕн 20-мĕшĕнче, II Хурашашра пурăнакансемшĕн асра юлмалли кун пулчĕ, ялтан район центрне çÿрекен маршрут уçăлчĕ. Унта район пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.
Çĕнĕ маршрут уçăлнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Ырă хыпара куçпа курса савăнас тесе ял çыннисем те чылаййăн пуçтарăнчĕç. Халăх çак маршрута тахçанах кĕтнĕ-çке. Палăртнă вăхăт çитсен чарăну вырăнне çак маршрутпа çÿрекен “Газель” çитрĕ. Чи малтанах Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г. Праулов сăмах илчĕ, çĕнĕ маршрут хута кайнишĕн чунтанах хĕпĕртенине пĕлтерчĕ, ку енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн район пуçлăхне А.И. Крикова, “Победа” ЯХПК ертÿçине П.Г.Любимова ял çыннисен ячĕпе чĕререн тав сăмахĕ каларĕ.
Александр Иванович пухăннисене район территорийĕнче çул-йĕр ыйтăвĕпе ĕçсем мĕнле пынипе кĕскен паллаштарчĕ, малашне çак рейспа çÿрекен “Газель” Хватукассинчи халăха та Хĕрлĕ Чутай центрне турттарассине пĕлтерчĕ. Уява туриçĕрпÿкассисем те хутшăнчĕç, вĕсен те çак маршрутпа çÿремелле-çке. Маларах туриçĕрпÿкассисен автобус çине тухма çуран 4-5 километр утма тивнĕ пулсан, халĕ вĕсен утас çулĕ кĕскелет. Малашлăхра “Газель” яла çитиех çÿрессе те шанаççĕ вĕсем.
Унтан хĕрлĕ хăю касрĕç, рейс çине тухнă çынсем маршрутлă такси çине ларса çула тухрĕç.
Ку тăрăхра пурăнакансемшĕн малашне Хĕрлĕ Чутай салине тухса çÿреме йывăрлăх пулмĕ, маршрутлă такси халăха кунне виçĕ хутчен турттарĕ. II Хурашашран пĕрремĕш рейс 6 сехет те 25 минутра çула тухать, иккĕмĕш - 10 сехет те 15 минутра, виççĕмĕш - 14 сехет те 30 минутра. Хĕрлĕ Чутайран пĕрремĕш рейс 9 сехет те 40 минутра çула тухать, иккĕмĕш - 13 сехет те 50 минутра, виççĕмĕш - 17 сехет те 10 минутра.
Источник: "Пирěн пурнăç"