Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи ĕçсен паттăрĕсем

18 июня 2007 г.

2007 çулхи çур акинчи ĕç ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх малти вырăнсене çĕнсе илнисене палăртатпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче “Аккозинский” ЯХПК (ертÿçи Ю.В.Герасимов) малти вырăна çĕнсе илнĕ. Хуçалăх çурхи культурăсене акмалли плана пурнăçланă, калчасен шăтаслăхĕ лайăх. Кооператива Хисеп грамотипе наградăланă тата укçан преми панă. Çавăн пекех ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттернĕшĕн “Коминтерн”, “Нива”, “Санкинский” хуçалăхсем тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.

Механизаторсен ĕç ăмăртăвĕнче лайăх кăтартусемпе палăрса малти вырăнсене “Коминтерн” ЯХПК-ри Ю.З.Татаров (гусеницăллă тракторпа 215 условнăй эталонлă гектар ĕç тунă), В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи Н.М.Тимешков (урапаллă тракторпа 348 условнăй эталонлă ĕç тунă) çĕнсе илнĕ, “Коминтерн” ЯХПК-ри Н.Я.Степанов акакансен ĕç ăмăртăвĕнче (çуртрисене 755 гектар тĕш-тырă акнă) çĕнтернĕ. Пурте те “2007 çулхи ака чемпионĕ” ята, Хисеп грамотипе укçан премие тивĕçнĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна С.Н.Смирнов (“Победа”), В.Г.Никитинпа С.С. Утейкин (“Асамат”) тухнă, виççĕмĕш - М.П.Мадайкин (“Коминтерн”), В.В.Черендеевпа А.И.Сорокин  (“Асамат”).

Çĕнтерÿçĕсене “Акатуйра” пурне те район пуçлăхĕ А.И.Криков Хисеп грамотисемпе укçан преми парса  чысларĕ, çĕр ĕçĕнче тăрăшулăх, ăнăçу, çавăн пекех çирĕп сывлăх, телей сунчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика