18 июня 2007 г.
Çуллахи тапхăрта ял çыннин пĕр канăç та çук, пĕр ĕç хыççăн тепри çыхăнса пырать. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленчĕç кăна - ял хуçалăхĕнче ытти ĕçсене пуçăнчĕç. Акă, “Победа” ЯХПК-ра пулма тÿр килчĕ, П.Г.Любимов ертÿçĕпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çуртрисене вĕсем кăçал вăхăтра тата пахалăхлă акса хăварма тăрăшнă, калчасен шăтаслăхĕ те япăх мар. Павел Геннадьевич çамрăк ертÿçĕ темелле, хуçалăха нумай пулмасть йĕркелесе ертсе пыма пуçларĕ. Халĕ уншăн пурте интереслĕ, çĕннине пĕлме, унтан пурнăçа кĕртме тăрăшать, пысăк опытлă çынсем вĕрентсе каланине ăша хывать. Вăл хăйпе пĕр шухăшлисемпе хуçалăха йывăрлăхран кăларма шутлать. Çынсен ĕçлес кăмăлĕсем пур-ха.
Хуçалăхăн пурлăхпа техника бази пур, анчах кивĕрех. Механизаторсем тăрăшуллă пулнăран техникăсене юсавлă тытма тăрăшаççĕ, хуçалăхри ĕçсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Халĕ кунти ĕçченсем фермăри тислĕке пусă уйне кăларассипе тимлеççĕ. Н.Судухинпа Г.Павлов механизаторсем тислĕке тиесе тăраççĕ, И.Кузнецовпа М.Семенов трактористсем, П.Ярандайкинпа С.Кузнецов шоферсем ăна уй-хире турттараççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"