Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака-суха вĕçленчĕ

06 июня 2007 г.

Çанталăк условийĕсене пула кăçал çурхи ака-суха ĕçĕсем республикăра, районта та кăшт тăсăлса кайрĕç. Паянхи кун уй-хир ĕçĕсем пур çĕрте те вĕçленчĕç ĕнтĕ. Районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4260 гектар акса хăварнă, “иккĕмĕш çăкăра” 44 гектар лартнă: “Путь Ильича” - 5, “Аккозинский” - 10, “Сура” - 1, “Асамат” - 20, В.Никитин фермер хуçалăхĕ - 8. Выльăх кăшманне “Асамат” хуçалăхĕ  çеç 5 гектар акнă. Хăмла “Искра-Хмель”  (4 гектар), “Свобода” (6 гектар) хуçалăхсем лартнă.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче калчасене апатлантарассипе, çум курăкпа, тĕш-тырăсене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешессипе тимлеççĕ. Ку енĕпе “Коминтерн”,  “Победа”, “Аккозинский”, “Нива”, “Санкинский”, “Штанашский” хуçалăхсенче тата В.Никитин фермер хуçалăхĕнче  ĕçсене аван йĕркеленĕ.

Çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ хуçалăхсенче пусă çĕрĕсем çине тислĕк кăларма хатĕрленеççĕ, халĕ агрегатсене юсаççĕ. Район пуçлăхĕн А.И.Криковăн сĕнĕвĕпе, кăçал кĕрхи культурăсене 4090 гектар акса хăвармалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика