Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăтăр-и, уя тухма хатĕр-и; - чĕнет тăри

07 апреля 2007 г.

Ял хуçалăхĕнче çурхи ака-суха ĕçне мĕнле хатĕрленеççĕ-ха; Çак тĕллевпе “Санкинский” хуçалăхра пулма тÿр килчĕ, унти специалистсемпе курса калаçрăм. Сăмах май, апрелĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа “Санкинский” хуçалăхри ĕçсене А.П. Краснова йĕркелесе ертсе пыма шаннă. Анатолий Петрович пĕлтернĕ тăрăх, çур аки ирттерме хуçалăхăн вăрлăх çителĕклĕ, минераллă удобрени 190 тонна кирлĕ пулать, ку ыйтупа йывăрлăхсем пулмĕç. Çунтармалли-сĕрмелли материал паянхи куна 5 тонна пур, ăна та ака-суха валли çителĕклĕ кÿрсе килме палăртнă.

Çур аки ăнăçлăхĕ хирте ял хуçалăх техники мĕнлерех ĕçленинчен килет. Асăннă хуçалăхра техникăн çуррине хире тухма хатĕрлесе çитернĕ. Кăçалхи акана МТЗ тракторсем 8-ăн тухмалла, хальлĕхе 7-шĕ ĕçе хатĕр, гусеницăллисем - 4, 2-шне юсаса çитернĕ, механизаторсем сухаламалли, сÿрелемелли, акмалли агрегатсене çур акине хатĕрлеме пуçламан-ха, çак кунсенче пуçăнма шантараççĕ. Техника паркĕн тĕп инженерĕ А.И.Иванов каланă тăрăх, ĕç çине тухма хуçалăхра техника çителĕклĕ. Акă, МТЗ-82.1 маркăллă тракторсем пурте çĕнĕ, вĕсене виçĕ çул каялла çеç туяннă, тивĕçлĕ механизаторсене шанса панă.

Сăмахран, М.Николаев трактор рулĕ умĕнче 23 çул ларать, Н.Нагоров - 30, С. Утейкин - 14 çул, И.Вашуркин кăшт çамрăкрах-ха, 7 çул хушши техникăпа ĕçлет.

Ĕç çине хатĕрленсе шоферсемпе трактористсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, анчах выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тата вăрлăхпа ĕçлекенсем çак ĕçе вăраха хăварнă. Ĕçре техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе вĕрентÿ те ирттермен. Хуçалăх ертÿçи ку ĕçе вăхăта сая ямасăр пурнăçлама хушрĕ.

Паян çĕр ĕçĕпе çыхăннă кашни çыннăн, ертÿçĕпе специалистăн харпăр хăйĕнчен çирĕп ыйтмалла: эпир çур акине хатĕр-и;

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика