28 марта 2007 г.
С.И.Кудряшов чăннипех хăйĕн ĕçне чуна парса туса пырать, ачасене те çапла хăнăхтарать. Вĕренекенсем унăн урокне кăмăлласа çÿреççĕ, хăйсем ăсталанă япаласене курса савăнаççĕ. Кунта Сергей Ивановичăн тÿпи пысăк. Вăл - çамрăк педагог, анчах унăн ĕçĕсем куç умĕнче. Акă, Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкула хута янăранпа темиçе çул çеç çитрĕ. Пыр та кур халĕ унта, шала кĕрсенех ăста алăллă педагог хатĕрленĕ стендсем куç умне курăнаççĕ. Унăн ырă ĕçĕсем пирки каласа та пĕтерме çук. 2005 çулта С.И. Кудряшов “Çулталăкри учитель” конкурса хутшăнса аван кăтартупа палăрчĕ. Мухтанатпăр эпир хамăр вĕрентекенпе. Мĕнле кăна ĕç тума пĕлмеççĕ-ши унăн “ылтăн аллисем”; Алла мĕн тытать - пурте илемлĕ, ырă, кирлĕ япаласем пулса тăраççĕ. Çут тĕнчене вăл илемлĕх кÿме çуралнăн туйăнать.
“Хам мĕн пĕлнине пĕтĕмпех вĕрентетĕп, ĕçлеме ан ÿркенччĕр кăна”, - тет ăста педагог.
Çыннăн сăн-пичĕпе кăна мар илемлĕ, кăмăлĕпе те ырă пулмалла. Сергей Иванович чăннипех çавăн пек учитель. Хăйне сăпайлă тытать, чунĕпе ырă. Пулăшу ыйтакана яланах май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Коллективра та ăна хисеплеççĕ, ачасем юратаççĕ. Мĕнех пултăр çакăнтан лайăххи;
Источник: "Пирěн пурнăç"