02 сентября 2006 г.
Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕç пĕрре те çăмăл мар, çавăнпа та ăна пурте пултараймаççĕ. Пытармалли çук: кирек епле ĕçе те чи малтан чунтан юратмалла. Çав юратнă ĕçре ÿсĕмсем тăвас тесен, нумай пĕлнисĕр пуçне яваплăха туйса ĕçлемелле тата дисциплинăна çирĕп пăхăнмалла. Педагогсен вара ку енĕпе уйрăмах чăтăмлă пулмалла: моральпе психика енчен те, сывлăх енчен те. Мĕншĕн тесен кулленхи шăв-шав, уроксенчи çĕнĕрен те çĕнĕ темăсем вĕсене хытах ывăнтараççĕ. Çапах та учительсем хăйсен тивĕçне тĕрĕс ăнланаççĕ, суйласа илнĕ ĕçре чылай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан педагогсен династийĕ те сахал мар. Ку енĕпе Тури Çĕрпÿкассинчи Медведевсене те асăнмасăр иртме çук.
Екатерина Артемьевна, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра çуралса ÿснĕскер, хăйĕн ĕç биографине хаяр вăрçă çулĕсенче пуçланă. Чи малтанах 21-ри çамрăк та маттур пике Сăр юханшывĕ хĕррипе тăшманран хÿтĕленмелли тарăн траншейăсем тата дзотсем чавнă çĕрте вăй хунă. Ун хыççăн вăтам пĕлÿллĕ хĕре экстерн майĕпе экзамен тыттарнă та 1942 çулта Тури Çĕрпÿкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкула ĕçлеме янă. Çакăнта вăл ултă çул кĕçĕн класс ачисене ăс панă. Çемье çавăрнă, вăрçăран аманса таврăннă каччăпа мăшăрланса пĕр ывăл çуратнă. Йывăр сурансене пула 1948 çулта упăшки вилнĕ. Е.Медведева ывăлне пĕчченех пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çамрăк хĕрарăм Тури Çĕрпÿкасси ял Совет председателĕнче тата ялти клубпа библиотека заведующийĕнче пенсие тухичченех тăрăшнă. Куçăмсăр майпа Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче вĕренсе пĕлĕве çирĕплетнĕ, çав хушăрах обществăлла ĕçсенчен те пăрăнса юлман. Халăх ăна шаннă тата хисепленĕ. Унăн пултарулăхĕпе тăрăшулăхне партипе правительство медальсемпе Хисеп грамотисем парса хакланă. Шел пулин те, 86-а çывхарса пыракан тылпа ĕç ветеранĕн кун-çулĕ кăçалхи июнь пуçламăшĕнче сÿнчĕ.
Лев Васильевич Медведев тăван амăшĕ вилнĕ хыççăн тепĕр уйăхранах 60 çул тултарчĕ. Хăйне пурнăç парнеленĕ çын - уншăн никамран та хакли. Вăл ăна ăслă та йĕркеллĕ пулма, çут çанталăка тата ял-йыша юратса пурăнма вĕрентнĕ, аслă пĕлÿ илме хавхалантарнă. Çемьери пĕртен-пĕр ача ашшĕсĕр ÿснĕ, кил таврашĕнчи ĕçсене тума пĕчĕклех хăнăхса пынă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли тата Штанашри вăтам шкулсенче лайăх вĕреннĕ, амăшĕ пекех педагог пулма ĕмĕтленнĕ. Умри тĕллеве пурнăçлас шутпа Шупашкарти пединститутăн физикăпа математика факультетне кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн тÿрех ялти шкулта ĕçлеме пуçланă. Çар службинче пулнă. Ун хыççăн каллех ялти шкулта вăй хума тытăннă. Вăл вăхăтра шкулта ачасен йышĕ пысăк пулнă. 1969 çулта çак шкула Упаушкăнь хĕрĕ Галина Егоровна Логинова ачасене физкультурăпа вĕрентме килнĕ. СССР Геройĕн, Дунай юханшывĕн леш енче нимĕçсемпе çапăçса вилнĕ Алексей Романович Логинов (1903-1943) лейтенантăн хитре сăн-сăпатлă 21-ри мăнукĕ каччăн чун-чĕрине тыткăнланă. Çÿллĕ те яштака йĕкĕте хĕрĕн кăвак куçĕсем те вăрттăн сăнанă. Юратушăн çунакан çамрăк педагогсем 1970 çулхи август уйăхĕнче пĕр çемьене чăмăртаннă. Мăшăрсем 5 ачана кун çути парнеленĕ.
Çулсем иртнĕ, унпа пĕрлех пурнăç опычĕ те ÿссе пынă. Хисеплĕ педагога яваплă ĕç вырăнĕсем шаннă. Лев Васильевич чылай çул Тури Çĕрпÿкассинчи шкулта директор лавне туртса пырать. Çавăн пекех Хусанушкăнчи ял Советĕнче вăй хурать, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнче инспектор пулса тимлет. Юлашки çулсенче Хусанушкăнчи тĕп шкулта директор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Çирĕп кăмăллă çын вăл, çынсенчен те çапла ыйтать. Нихăçан та турткаланса тăмасть, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Унăн пултарулăхĕ палăртнă вырăнсенче питех те кирлине лайăх ăнланать вăл, çак тĕллевпе пурнăç çулĕпе çирĕп утать.
Халĕ педагог 60 çулта. Пĕрре шутласан, этемшĕн ку пачах та нумай мар, тивĕçлĕ канăва каймалли тапхăр çеç. Акă, Лев Васильевич çак чикке утса çитрĕ темелле. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 36 çул, вĕсенчен 31-не вăл шкулта ирттернĕ. Хăй вĕрентсе кăларнă ачасемпе вăл чăннипех мухтанать. Вĕсем хушшинче инженерсем, медиксем, офицерсем, учительсем тата ыттисем те чылай. Тĕл пулусенче вĕсенчен тав сăмахĕ илтни педагога питĕ савăнтарать.
Л.В.Медведевăн ĕçĕпе кун-çулĕ ачасемшĕн çеç мар, пĕрле ĕçлекенсемшĕн тата ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх шутланать. Вăл ĕмĕрех тĕрĕслĕхшĕн, йĕркелĕхшĕн çуннă, çунать те. Амăшĕн çулĕпе пыракан ялти учителĕн пархатарлă ĕçне ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви, районти вĕрентÿ пайĕ Хисеп грамотисемпе хакланă.
Ачасем ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсни - телей. Медведевсен те 5 ачаран 3-шĕ учитель эстафетине малалла тăсаççĕ.
Тулли те патвар кĕлеткеллĕ педагогăн çÿçĕсем кăвакарса шуралнă ĕнтĕ, анчах сăн-питрен ăна ватă тесе калаймăн. Чунĕпе пушшех те çамрăк, çакă унăн сăввисенче те палăрать. Вулакансем вĕсене райхаçат страницисенче асăрханă та пулĕ. Сăмахăма çак сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет.
Çитрĕн эсĕ утмăла,
Çитет тесе ан кала.
Малалла та утмалла,
Ăна-кăна тумалла.
Источник: "Пирěн пурнăç"