Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак шăпи

24 июня 2006 г.

 

II Хурашаш - пысăк мар ял. Анчах хăйĕн илемлĕхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать, йĕри-тавра çырма, юханшывĕ юхса иртет, кÿлĕсем чылай. Çак ялта вăрçă ветеранĕ Виссарион Васильевич Афанасьев пурăнать. Ялта ăна Итти тесе чĕнеççĕ. Мĕншĕн çапла каланă-ха; Виссарион ята калама йывăр пулнăран имĕш, тăванĕсем ăна çапла чĕнме пуçланă.

В. Афанасьев 1926 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Шкула çÿреме вăхăт çитсен парта хушшине ларнă. 6 класс пĕтерсен вăрçă пуçланнă. Çав çулах каччăна Челябинск облаçне ФЗО шкулне вĕренме яраççĕ. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн çамрăк ура ыратнипе аптăрама пуçлать - ревматизм иккен. Ăна киле сипленме яраççĕ. Упукушкăнь больницинче выртсах сывалнă хыççăн Виссарион Васильевича çар ретне тăма повестка параççĕ. 1943 çулхине кĕркунне тăванĕсемпе сыв пуллашса В.Афанасьев вăрçа тухса каять. Шăпа ăна Крым тăрăхне илсе çитерет. Тем те курнăĔ тем те тÿссе ирттернĕ ватă салтак хăй вăхăтĕнчеĕ Вăрçă çулĕсенче выçă ларнă самантсем те сахал мар пулнă. Нимĕçсемпе куçа-куçăн тăрса хаяррăн çапăçни, бомба-мина сирпĕннипе çĕр кисренсе çеç тăни, анчах совет салтакĕсемпе вăл малалла та малалла ыткăнни, хула хыççăн хула ирĕке кăларни çинчен фронтовик пăлханса та хумханса каласа пачĕ. Пĕр хаяр çапăçура ăна хытах амантнă, контузиленĕ. Вăрçă хирĕнчен салтака санитаркăсем тупса илсе тухнă та Симферопольти госпитале ăсатнă, сурансем йывăр пулнăран Одессăна куçарнă. Кунта вăл виçĕ уйăх ытла сиплевре пулать. 1945 çулхи февраль уйăхĕнче В.Афанасьева çар ретĕнчен киле яраççĕ. Çĕнтерÿ кунне вара салтак килте кĕтсе илет.

Çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Виссарион Васильевича Тăван çĕршывăн наградисемпе чысланă.

1947 çулта В.Афанасьев çемье çавăрнă, мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ. Шел те, арăмĕ тивĕçлĕ канăва тухсан нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăрçă участникĕ кĕçĕн ывăлĕпе, Юрăпа, пурăнать. Вăл та инвалид шутланать. Иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Пушă вăхăтра ывăлĕ ал ĕçĕпе интересленет. Кăçал хăйсен килĕ умне, çырма еннелле, иртен-çÿренпе, тус-юлташсемпе ларса канма çăка вуллисенчен сĕтел-пукан ăсталаса вырнаçтарнă. Каç кÿлĕм кунта çывăхра пурăнакансем, кÿршĕсем калаçса ларма пухăнаççĕ, çут çанталăкпа киленеççĕ, ялти хыпарсене сÿтсе яваççĕ. Ялсенче çакăн пек илемлĕ вырăн сахал. Хам та кашнинчех, иртсе кайнă чух. илемлĕ кĕтес çине ăмсанса пăхатăп . Шăпах çак сĕтел хушшинче мучипе ларса калаçрăмăр та эпир.

Паян ĕçпе вăрçă ветеранĕн çуралнă кунĕ. Çак ятпа эпир ăна ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх. канлĕ ватлăх сунатпăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика