Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Устиновсен çемье ферми

19 июля 2019 г.

25 ĕне, 6 вăкăр, пăрусем, сурăхсем, качакасем... Тури Çĕрпỹкасси ялĕнчи Виктор Устиновăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче пурĕ 53 пуç выльăх шутланать. Вĕсене пăхас ĕçе Устиновсем çемйипех хутшăнаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать

 Виктор Устинов хăйĕн ĕçне 2014 çулта йĕркеленĕ. Ун чухне Виктор Анатольевичпа Тамара Ивановна Устиновсен харпăр хăй хуçалăхĕнче пилĕк ĕне пулнă. Çав çулах вĕсем ялхуçалăхĕ енĕпе харпăр хăй ĕçне пуçаракансене паракан пĕр миллион та çĕр пин тенкĕпе танлашакан гранта тивĕçнĕ. Çак укçапа Устиновсем ялхуçалăх техники туяннă, выльăхсен пуçне ỹстерсе пынă. Грант илмелли условисемпе килĕшỹллĕн, ĕнесен шучĕ кашни çул 5 пуç хушăнса пымалла пулнă.

 Выльăхсен шучĕ ỹсет пулсан, вĕсене усрамалли вырăн та кирлĕ. Çавăнпа та кăçал Устиновсем "Аккозинское" хуçалăх ферминчи пĕр çуртпа усă курма пуçланă. Юхăнса кайнă ферма çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, ĕнесене ĕçтермелли тата çитермелли хатĕрсене çĕнетнĕ. Май уйăхĕнче выльăхĕсене кунта куçарса килнĕ. Ферма çуртне халĕ шыв та килет - Виктор Анатольевич тăрăшнипе çывăхри шыв башнине ĕçлеттерсе янă. Çурт йĕри-тавра "электропастух" тытнă. Выльăхсен пĕр пайĕ - пăрусем, сурăхсем, качакасем - çакăнта çỹрет. Ĕнесене çỹретме вара ял пуçĕнчи уйра "электропастух" тытса вырăн хатĕрленĕ.

Устиновсем пурĕ 100 гектар çĕрпе усă кураççĕ, вĕсенчен 10-шĕ - хăйсен, ытти - тара илни. Пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртнĕ, унта нумай çул ỹсекен курăк акнă. Тара илнĕ çĕр çинчех, 30 гектар çинче, çулла ĕнисем çỹреççĕ.

Ялта пурăнакансемшĕн выльăхсем усрасси çĕнĕлĕх мар-ха ĕнтĕ. Анчах та фермер хуçалăхне йĕркелесе ярасси пуринчен те пулмасть. Кунта выльăх-чĕрлĕх алла пăхни те, вĕсене усрама, пăхма пысăк кăмăл пулни те, ĕçе пуçăнма çемьере пĕр-пĕринпе калаçса татăлма пĕлни те, мăшăр пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшма, тĕрев пама хатĕрри те кирлех.

Виктор Анатольевичăн алли фермер хуçалăхĕнчи пур ĕç патне те пырать. Техникăпа ĕçлемелле-и, пăта çапмалла-и, выльăхсене апат памалла-и - пĕр ĕçе те тиркесе тăмасть. Эпир пынă чух, акă, Виктор Анатольевич ĕнесене сумалли ятарлă пỹлĕм тăвас енĕпе тимлетчĕ. Çак ĕçре ăна çывăх тăванĕ пулăшатчĕ.

Ĕне сăвассинчен те пăрăнмасть ĕçчен арçын. Ĕнисене мăшăрĕпе, Тамара Ивановнăпа, пĕрле сăваççĕ. Ку ĕçре вĕсене ятарлă сумалли хатĕрсем пулăшаççĕ.

Устиновсен ĕç кунĕ ирхи виççĕ çурăра пуçланать. Хĕвелпе пĕрле тенĕ пек тăрса вĕсем фермăна ĕне сума килеççĕ. Сунă сĕте сивĕ шыва лартса сивĕтеççĕ (малашне сĕт сивĕтмелли ятарлă хатĕр илесшĕн-ха вĕсем). Пилĕк çурăра райпон сĕт пуçтаракан машини килет.

Сăмах май, паянхи кун вĕсем 15 ĕне сăваççĕ, ыттисем, август-сентябрь уйăхĕсенче пăруламаллисем, ку енĕпе хальлĕхе хăйне евĕр "канура". Çавна май хальхи вăхăтра кунне вăтамран 300 килограмм сĕт параççĕ Устиновсем. Хĕлле вара - ытларах та.

Паллă ĕнтĕ, ĕнесем сĕтне ытларах паччăр тесен вĕсене апатне çителĕклĕ çитермелле. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрỹ тапхăрта, çулла, утă янтлассипе тăрăшсах тимлеççĕ Устиновсем. Çăмăл мар çак ĕçе пурнăçлама вĕсен хуçалăхра икĕ трактор пур. Вĕсемсĕр пуçне - трактор çумне кăкарса утă çулмалли, тавăрмалли, пĕр çĕре пухмалли, тиемелли, тюксем тумалли хатĕрсем. Çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ, ку техникăна вĕсем грант укçипе туяннă.

Устиновсем ятарлă пленкăпа чĕркенĕ сенаж тюкĕсем те янтланă. Ун витĕр çумăр каймасть, сĕтеклĕ апат аван упранать.

Техника пурри тем пек çăмăллăх кỹрсен те çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усранă çĕрте ачисен пулăшăвĕсĕр пулмастех. Техника патне Устиновсен ывăлĕсем туртăнаççĕ, хĕрачисем вара ĕне сума хăнăхаççĕ.

Пурнăç илемне ĕçре тата ачисенче тупнă

 Виктор Устиновăн фермер ĕçне кỹлĕничченхи пурнăçĕ ялта хăйпе пĕр вăхăтри çынсенчен уйрăлсах тăман темелле: шкулта вĕреннĕ, унтан Шупашкарта токарь профессине алла илнĕ, салтака кайнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа таврăнсан Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра тĕрлĕ ĕçре тимленĕ, бригадир пулнă. Колхозсем аркансан вара пурнăç улшăннă темелле, çынсен ĕç çине урăхларах куçпа пăхма тивнĕ. Виктор Устинов пилорама хута янă, унта çичĕ çул хушши ĕçленĕ. Унтан строительсен бригадине йĕркелесе тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çỹренĕ.

Тамарăпа Виктор Устиновсем 1989 çулта çемье çавăрнă.

- Сисмесĕрех 30 çул иртрĕ, - терĕ Тамара Ивановна мăшăрĕ çине кăмăллăн пăхса.

- Фермер ĕçне пуçăнма мĕнле шутларăр? - ыйтрăм эпĕ.

- Иккĕн пĕрле пĕр шухăшлă пулмасăр кун пек ĕçе йĕркелеме йывăр пулĕ. Выльăхсем унччен те усраса эпир, грант илсе ĕçе малалла аталантарса ярас терĕмĕр, - терĕç Устиновсем.

Ĕçчен те сăпайлă мăшăр виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Асли, Мария, çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнать. Петр та çемье çавăрнă, пĕлтĕр вĕсем Ульяновск тăрăхĕнчи вырăс хĕрĕпе Татьянăпа пĕрлешнĕ. Петр, шкул хыççăн Шупашкарта ятарлă пĕлỹ илнĕскер, чылай вăхăт хушши çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче (Якутине те çитнĕ!) видеокамерăсем, тĕрлĕ сигнализаци вырнаçтарас енĕпе тимленĕ. Анчах та халĕ ашшĕпе амăшне фермер ĕçĕнче пулăшас тĕллевпе вĕсем мăшăрĕпе яла таврăннă.

Настя вара Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренет, вăл 11-мĕш класа куçнă.

Виçĕ ачисĕр пуçне Устиновсем виçĕ пĕртăвана çемье ăшши парнелесе пархатарлă ĕç тăваççĕ. Кăçал шкул пĕтернĕ Денис, 10-мĕш класа каякан Антон тата 7-мĕшне куçнă Настя Ремизовсем Устиновсем патĕнче кил ăшшине тупнă. Сăмах май, çемьере икĕ Настя пулнăран кĕçĕннине килте юратса Ася теççĕ.

Устиновсен ачисем пурте пултаруллă та маттур. Денис спортпа туслă, кăçал республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçрĕ. Настя нумаях пулмасть Шупашкарта Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа ирттернĕ конкурсра сăвă каласа палăрнă. Ася вара юрлама питĕ ăста, ăна тăтăшах районти Культура çурчĕн сцени çинче курма пулать, республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнать.

Амăшне вара ялта Асьăн талантне аталантарма майсем çукки пăшăрхантарать. Шкулта чылай предметпа учительсем çит-меççĕ, музыка учителĕ те çук иккен. Ачана район центрне тăтăшах илсе çỹреме вара çулĕ çывăх мар...

Килĕшсе ĕçлесен усси пулать

Устиновсем выльăхсем пăхас ĕçре çемйипех тăрăшнине çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ. Петр, тĕслĕхрен, фермăра та, килĕнче те ĕнесене сăнаса тăма видеокамерăсем лартнă. Çĕнĕ технологисем выльăхсемпе мĕн пулса иртнине телефон урлă сăнама май параççĕ. "Килти ĕнесем пăрулас вăхăчĕ çитсен тăтăшах, çĕрле те, витене тухса сăнаса тăма хăнăхнă эпир. Видеокамерăсем лартнăранпа вара ĕнесене пỹртренех сăнаса тăратпăр", - пĕлтерчĕ Тамара Ивановна.

Денис вара кăçал тракториста вĕренсе тухма палăртнă. Тен, салтака кайса килсен вăл та фермер ĕçнех пуçăнас тейĕ...

Харпăр хăй ĕçне пуçăнсан чылай хут çырма, бухгалтери енĕпе тĕрлĕ документсем йĕркелеме тивет. Ку ĕçе Тамара Ивановна хăй çине илнĕ. Медицина пĕлĕвне илнĕскер, малтанах вăл ялти фельдшер пунктĕнче тимленĕ. Ачасем усрава илсен вара çак ĕçе пăрахма тивнĕ, вăл мăшăрĕпе пĕрле фермер ĕçне пуçăннă. Тĕрлĕ хутсене йĕркелесе пыма вĕсене райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнче вĕрентнине, пулăшнине палăртрĕ Тамара Ивановна.

Фермер ĕçне аталантарма илнĕ грант укçипе мĕнле усă курнине питĕ çирĕп тĕрĕслеççĕ иккен, ку тĕлĕшпе районтан та, Шупашкартан та килеççĕ. Ĕçе малалла аталантарма грант укçи кăна çителĕксĕр. Кăçал Устиновсем банкран фермерсене паракан çăмăллăхлă кредит илнĕ. Унсăр пуçне вĕсем кăçал республикăра ирттерекен конкурса çемье фермине аталантарма паракан гранта тивĕçес тесе заявка тăратнă.

Таса тупăш пирки сăмах пуçарсан вăл хальлĕхе пысăках пулманни палăрчĕ. Ĕç малалла аталанса пынăçемĕн усси те ытларах пуласса шанса вăй хураççĕ паян Устиновсем.

Мускавра Швейцари сехетне парнеленĕ

Виктор Анатольевич Устинов фермер ĕçне йĕркелесе пынипе пĕрлех районăн обществăлла пурнăçне хутшăнма та вăхăт тупать. Вăл - район Пухăвĕн депутачĕ. Çавна май тĕп çул çинчен хăйсен ялне пыракан çула çĕнĕрен асфальт сартарас тĕллевпе пурăнать. Çулĕ вара кунта чăннипех япăхланса кайнă - яла автобуссем те çỹреймеççĕ.

Тĕрлĕ ĕç пурнăçланипе пĕрлех Виктор Устиновăн район е республика тулашне тухса çỹресси те тăтăшах пулать. Акă нумаях пулмасть, июнĕн 29-мĕшĕнче, Мускавра чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта республика делегацийĕпе пĕрле районти аграрисем те хутшăннă. Районти чи лайăх фермер пулнă май Виктор Устинов та çĕршывăн тĕп хулинче иртнĕ уява çитсе курма тивĕçнĕ. Мускавра вара вăл çĕршывăн агропромышленность комплексне аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствин Тав сăмахне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Виктор Анатольевича "Порт-Коломна" карап çỹретекен компанийĕн ертỹçи ячĕпе Швейцари сехетне парнеленĕ.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика