09 июля 2019 г.
Юлашки вăхăтра социаллă сетьсенче тата халăх хушшинче район территорийĕнче Китай инвесторĕсем завод тăвасшăн текен хыпара анлăн сỹтсе яваççĕ. Кун пирки çапла калама пултаратăп: паянхи куна Ачкасси ял тăрăхĕнчи Шулю ялĕ çывăхĕнче Китай инвесторĕсем сĕт завочĕ тăвасси пирки район администрацине те, Ачкасси ял тăрăхĕн администрацине те никам та ыйтупа тухман. Завод тăвас ыйтăва эпир никампа та, ниçта та сỹтсе явман.
Владимир ХРАМОВ,
райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)