01 июля 2015 г.
Паянтан пуçласа Раççей территорийĕнчи хăш-пĕр страхлав копанисем ОСАГО полисĕ-сен электронлă тĕсне сутма тытăнаççĕ.
Электронлă полис илме ансат. Гражданин страхлав компанийĕн сайтне кĕрсе тăратнă формăпа заявлени çырать, кирлĕ сведенисем парать. Сведенисене тĕрĕсленĕ хыççăн килĕшĕве автоматизациленĕ тытăмра регистрацилеççĕ, ăна номер параççĕ. Çакăн пирки СМС-пĕлтерỹ килет. Унтан клиента счет тăратаççĕ. Счета тỹлесен тин транспорт хуçи полисăн электрон тĕсне алла илет.
Заявлени çырнă чухне сведенисене тĕрĕс тултармасан асăннă тытăм ăна çирĕплетмест, килĕшỹ тума памасть.
Источник: "Пирěн пурнăç"