17 июня 2015 г.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен РФ КоАП-ĕн 5.27 статйин çĕнĕ редакцийĕ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, ĕç саккунне пăссан, право акчĕсен ытти нормативĕсене пурнăçламасан административлă явап тыттараççĕ. Çавăн пекех ĕçе ĕç килĕшĕвĕсĕр йышăнсан е ăна кирлĕ пек йĕркелемесен те штраф тỹлеме тивет: должноçри çынсен 10-20 пин тенкĕ кăларса хумалла пулать, юридици пĕлĕвĕсĕр предприниматель ĕçне пурнăçлакансен - 5-10 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсен 50-100 пин тенкĕ.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"