Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсен çурт-йĕр прависем çинчен

08 апреля 2015 г.

Е.Д.Меркулова ыйтнипе ял тăрăхĕн администрацийĕ çурт-йĕр тата "Ветерансем çинчен" саккунсене еплерех пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн постановленийĕпе вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ Е.Меркулова пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата тума субсидие илме тивĕç пулнă. Анчах та ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин 17.11.2014 çулхи йышăнăвĕпе ăна учетран кăларнă. Сăлтавĕ - тăлăх арăмăн мăшăрĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнине çирĕплетекен документ пулманни. Анчах та Чăваш Республикин Çĕмĕрле хулин, Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсен уйрăмĕн çар комиссариачĕ Атнар ял тăрăхĕн администрацине В.И.Меркулов 1942 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи июнь уйăхĕччен çар службинче тăнине ĕнентерекен справка тăратнă пулнă. "Ветерансем çинчен" Федераллă саккунпа килĕшỹл-лĕн Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен йышне 1941-1945 çулсенче çар çапăçăвĕсене хутшăннисем, асăннă тапхăрта ултă уйăхран кая мар çар службинче тăнисем тата тыл ĕçченĕсем (çавăн пекех орденпа медаль пуррисем), çар çыннисем (саппаса янисем те) кĕреççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн Е.Меркулована социаллă пулăшупа тивĕçтермелле пулнă: унăн мăшăрĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, хăй те вăл тепĕр хутчен мăшăрланман. Тăлăх арăма учет списокĕнчен кăларса Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ саккуна хирĕç кайнă. Тĕрĕслев тăрăх Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхне представлени тăратрăмăр, çавăн пекех протест патăмăр.

Атнер ПЕРЕПЕЛКИН, район прокурорĕн пулăшуçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика