Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур, Сĕнтĕкçырми хĕрĕсем!

06 февраля 2015 г.

Маттур, Сĕнтĕкçырми хĕрĕсем!

Иртнĕ шăмат кун районта пулнă Ялти хĕллехи спорт вăййисенче кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартса пачĕ. Хĕрарăмсен виçĕ енлĕ кĕрешĕвĕнче (ĕне сумалли аппарата сỹтсе пухасси, кире пуканне йăтасси, йĕлтĕрпе чупасси) Çĕн Атикассинчи шкул çумĕнчи ача садĕнче ĕçлекен Анастасия Корчагина пĕрремĕш, "Нива" ЯХПК-ри Эльвира Ямскова иккĕмĕш, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакан Алена Мокеева виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. А настасия Корчагина шкулта вĕреннĕ чухнех спорт енĕпе хастар пулнă тата техника патне туртăннă. Тăван хуçалăхра комбайнпа ĕçленĕ ашшĕпе пĕрре мар руль умне ларса хир карапĕпе тырă вырнă. 2008-2013 çулсенче Сĕнтĕкçырми хĕрĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Хыççăнах яла таврăнса ял тăрăхĕнче ĕçе вырнаçнă. Ялти хĕллехи спорт вăййисенче Настя пурне те тĕлĕнтерчĕ: ĕне сумалли аппарата хăвăрт сỹтсе пухма, сакăр кило таякан кире пуканне виçĕ минутра 80 хут йăтма, йĕлтĕрпе çăмăллăн чупса тухма пултарчĕ. У нăн юлташĕ Алена та маттур. Шкул хыççăн Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕреннĕскер халĕ пĕлĕвне аслă вĕренỹ заведенийĕнче пысăклатать. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçленĕ май районти мероприятисене активлă хутшăнать. Ăмăртура палăрнисене пурне те асăнас килет. Йĕлтĕрпе чупакан хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Людмила Михуткинапа (Хĕрлĕ Чутай) Галина Ванягина (Атнар) тухрĕç, арçынсем хушшинче Евгений Вазин, Юрий Вазин (Питĕркасси), Вячеслав Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) малта пулчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче кире пуканне Питĕркассинче пурăнакан 22 çулхи Екатерина Гаврилова пуринчен ытларах çĕклесе мала тухрĕ. Унтан Галина Ванягина та юлмарĕ, вăл _ иккĕмĕш. Шашка тата шахмат уйрăмĕнче те хĕрỹ тупăшу пычĕ. Ачкасси ял тăрăхĕн команди шашкăлла выляса пĕрремĕш, шахматпа виççĕмĕш тухрĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн команди шашка енĕпе иккĕмĕш, шахматла _ пĕрремĕш, Атнарсем шашкăлла выляса виççĕмĕш, шахматла иккĕмĕш тухма пултарчĕç.

Альбина ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика