Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Декларацие вăхăтра тăратмалла!

06 февраля 2015 г.

Çулсеренех январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен пайăр сăпатсен хăйсен тупăшĕ пирки (3НДФЛ) официаллă майпа налук органне пĕлтермелле. Кăçал списокри граждансен 2014 çулта илнĕ тупăшшăн отчет памалла. Çитес вăхăтра вĕсем пĕлтерỹ хучĕсем илĕç. Вĕсен çумра харпăрлăхри объекта илнĕ-сутнă пирки килĕшỹ пулмалла. Пурлăха (хваттер, çурт, пỹлĕм, çĕр лаптăкĕ) сутнă хыççăн илнĕ тупăшăн сумми 1 миллион тенкĕрен иртмест-тĕк налук тỹлемелле мар. Çавăн пекех ытти пурлăха (автомобиль, гараж, пурăнмалли мар пỹлĕм) сутнă хыççăн тупăшăн сумми 250 пин тенкĕрен иртмест пулсан та налук тỹлеме кирлĕ мар. Апла пулин те налук органне деклараци тăратмалла! Сире пурлăха (вăл шутра куçманнине те) парне йĕркипе панă пулсан та тупăшсене декларацилемелле. Парне йĕркипе куçнă пурлăхшăн налук тỹлеттермеççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика