Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутăшăн, газшăн, телефоншăн…

27 декабря 2014 г.

"Сбербанк Онлайн" урлă тỹлĕр. Парнеллĕ пулатăр! Перекет банкĕ декабрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 1-мĕшĕччен "Счаст-ливый Онлайн платеж" акци ирттерет. Килте ларсах Интернет урлă "Сбербанк Онлайнпа" çутăшăн, газшăн, килти телефоншăн, Интернетшăн, шывшăн, хваттершĕн, кабельлĕ телевиденишĕн, домофоншăн тата хăш-пĕр пулăшусемшĕн тỹлесен парнеллĕ пулатăн. Парнеллĕ пулас тесен асăннă пурăнмалли коммуналлă пулăшусене тỹ-лесен кашнийĕшĕн уйрăм промо-код тухать. Цифрăсенчен тăракан промо-кода Перекет банкĕн сайтĕнче ятарлă формăра регистра-цилемелле. Кашни эрнерех акцие хутшăннă 150 çынна палăртаççĕ, парне вырăнне банк картти çине 500 тенкĕ укçа куçарса параççĕ. Перекет банкĕн сайчĕ çинче ытларах промо-код регистрацилесен _ парнеллĕ пулма ытларах майсем пулĕç. Чи нумай промо-код илнисем акцин пĕтĕмлетĕвĕпе 10 пин тенкĕне тивĕçĕç. Самана таппипе тан утсан паян килтен тухмасăр Интернет урлă "Сбербанк Онлайн" пулăшăвĕпе усă курса çутăшăн та, газшăн та, килтипе сотовăй телефонсемшĕн те, Интернетшăн та, çул-йĕр штрафĕсене те, налуксене тата ытти енĕпе те тỹлеме пулать. "Сбербанк Онлайн" пулăшупа усă курас тесен малтанах терминал е банкомат урлă мобиллĕ банкăн сервисĕнче "Сбербанк Онлайна" кĕме ирĕк паракан логин тата пароль илмелле. Каласа хăварас килет, асăннă пулăшăвăн малаллахи утăмĕ çапларах: килти Интернет урлă "Сбербанк Онлайн" сайтне уçмалла, парольпе логин çырса унта кĕмелле. Сăмахран, çутăшăн е газшăн тỹлес тетĕр пулсан "Платежи и переводы" уйрăма кĕрсе мĕн ыйтнине пурнăçламалла. Тỹлеве пурнăçласан чек та кăларса парать. Тỹлев тунине палăртакан историйĕ вара виçĕ çул çитмесĕр ниçта та çухалмасть.Çавăн пекех калас пулать, асăннă пулăшу _ тỹлевсĕр, нимĕнле процент укçа та тытса юлмасть. Ан улталанăр! Перекет банкĕ нихăçан та парольпе логин шăнкăравласа ыйтмасть.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика