Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ фермер гранта тивĕçрĕ

26 ноября 2014 г.

В.В.Храмов, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ:

"2012-2014 çулсенче ĕç пуçаракан фермерсене пулăшасси" тĕллевлĕ ведомство программипе килĕшỹллĕн кăçал пирĕн районтан Тралькассинчи Илья Ижендеев, Мучикассинчи Андрей Мурайкин тата Тури Çĕрпỹкассинчи Виктор Устинов пĕтĕмпе 3,2 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç.

Андрей Валерьевич Мурайкин кăçал 5 гектар çинче урпа çитĕнтернĕ, кĕлете 10 тонна кĕртнĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" вара 6,5 гектар йышăннă. Пĕтĕмпе 98 тонна, гектар пуçне 150,8 центнер çĕр улми кăларса илнĕ. Сăмах май, Андрей Валерьевич халăха çĕр улмипе тивĕçтерес енĕпе райпо тытăмĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕнчен Валерий Павловран Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Виктор Анатольевич Устинов кăçал 0,3 гектар çĕр улми лартнă. Пĕтĕмпе 5,1 тонна, гектар пуçне 190 центнер çĕр улми кăларса илнĕ. Выльăхсем валли хĕл каçма 24 тонна утă хатĕрленĕ, 35 тонна сенаж хывса хăварнă.

Кăçал Илья Михайлович Ижендеевăн хресченпе фермер хуçалăхĕ 14 гектар йышăнакан лаптăкра тулă ỹстернĕ. Пĕтĕмпе 22 тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Çавăн пекех 0,4 гектартан 6,6 тонна çĕр улми кăларса илнĕ. Выльăхсем валли 25 тонна утă хатĕрленĕ.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика