22 ноября 2014 г.
РКĕçнерни кун ЗАГС пайĕн илемлĕ те çутă залĕнче 60, 50, 35 çул пĕрле алла-аллăн тытăнса пурăнакансене _ Аннăпа Василий Афоркинсене, Нинăпа Александр Мареевсене, Перасковипе Семен Утейкинсене, Ольгăпа Николай Ванюшкинсене тата Верăпа Александр Кошелевсене саламларĕç. Çирĕп çемье пуласси пурнăçра мăшăра тĕрĕс суйланинчен килет теççĕ. Асăннă мероприятие пухăннисем çирĕппĕнех хăйсем çамрăк чух тивĕçлĕ мăшăр тупса пĕрлешнине пĕлтерчĕç: _ Эпир пĕрре пăхсах пĕрне-пĕри валли çуралнине туйрăмăр. Пĕр-пĕрне ĕненни, вăхăтра каçарма пĕлни, ăнланни, пулăшни пире пурнăç çулĕпе нумай çул килĕштерсе утма май парать, _ терĕç вĕсем хăйсемпе паллаштарнă май. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"