27 августа 2014 г.
Район территорийĕнче паянхи куна тухнă 27 пушартан 11-шĕ электрооборудованипе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран пулнă. Çавăн пекех кăмакасемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнăран "хĕрлĕ автан" сакăр хутчен ташланă, вут-çулăмпа тимлĕхсĕр пулнăран та сакăр инкек пулнă. Акă августăн 21-мĕшĕнче Тури Çĕрпỹкассинчи Советски урамĕнчи пĕр хуçалăхра кăнтăр кунĕнчех пушар тухнă. Сăлтавĕ _ сивĕтмĕше электропралука вăрăмлатмалли ятарлă хатĕрпе (удлинительпе) çыхăнтарни. АН МАНĂР: электросете пысăк тиев пани _ пĕр розеткăна харăсах темиçе хатĕр çыхăнтарни _ пушарпа вĕçленме пултарать. Районта пурăнакансене электрооборудованипе усă курнă, кăмака хутнă чух асăрхануллă пулмаллине, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнсах тăмаллине тепĕр хут аса илтеретпĕр!
А.ЯРАБАЕВ, районти пушар асăрхавĕн инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"