01 сентября 2014 г.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче, çавăн пекех районти полици уйрăмĕсенче преступлени, административлă йĕркене пăсни пирки заявленисемпе пĕлтерỹсем тата тĕрлĕ информаци йышăнас, регистрацилес, вĕсене татса парас енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Çак пулăшусемпе тивĕçтермелли вăхăта та палăртнă. Пур территори органĕнче те пурте курмалли вырăнта, фойере, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли йĕрке çинчен информаци вырнаçтарнă. Кунта территори органĕн ячĕпе, унăн начальникĕпе çумĕсем тата подразделенисен ертỹçисем пирки сведенисемпе, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли йĕркепе çыхăннă нормативлă право акчĕсемпе саккунсен сыпăкĕсемпе, пулăшупа усă курмалли йĕркесемпе, территори органĕн электрон адресĕпе, çавăн пекех телефон номерĕсемпе тата заявленисемпе ытти документсен формисемпе, заявление е пĕлтерĕве йышăннă е йышăнман хыççăн шалăп пама тĕрлĕ должноçри çынсен телефон номерĕсемпе тата адресĕсемпе паллашма май пур. 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса "Раççей Федерацийĕн йĕрке хуралĕн порталĕ" патшалăх информаци тытăмĕн граждансен электрон пĕлтерĕвне пăхса тухмалли информаци тытăмне ĕçе кĕртнĕ. Дежурнăй чаçсен сотрудникĕсен автоматизациленĕ ĕç вырăнĕнчех патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчен килекен граждансен электрон пĕлтерĕвĕсемпе ĕçлеме майсем пур. Заявление электрон майпа парас-тăк www.gosuslugi.ru сайта кĕмелле, "Электрон майпа заявлени парасси" ("Подать заявление в электронном виде" ятлă) опцие суйламалла. Уçăлнă списокра малтан "Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерстви", унтан "Раççей Шалти ĕçсен министерствин территори органĕсенче заявленисене, пĕлтерỹсене тата ытти информацие йышăнасси, регистрацилесси, татса парасси" тупмалла. Малалла пулăшупа епле усă курмалли çинчен тĕплĕн ăнлантарса панине курма пулать. Заявление пăхса тухни пирки пĕлтерни ыйтса çыраканăн "уйрăм кабинетне" ("личный кабинет") тата кăтартнă почта адресĕпе килет. Енчен те пĕр-пĕр даннăй тĕрĕс мар пулсан тытăм хирĕçле хурав пама пултарать, кун пирки Раççей ШĔМ-ĕн структурисем пĕлтерĕç. Пĕлтерỹре юри суя сведенисем тăратсан ăна пăхса тухас енĕпе пулнă тăкаксене автортан шыраса илеççĕ. Кунсăр пуçне должноçри çынна е унăн çемье членĕсене киревсĕр, кỹрентерекен, сывлăхпа пурнăçа тата пурлăха сиен кỹрессипе хăратакан сăмахлă пĕлтерỹсене те пăхса тухмаççĕ. Заявлени тĕлĕшпе тунă йышăну пирки информацие ăна йышăннă хыççăн 24 сехет хушшинче ыйтса çыракана ярса парĕç.
А.МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"