15 сентября 2014 г.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсемпе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă 9672 çемье пурăнать. Кун пек çемьесен пурнăç пахалăхне ỹстерме лайăх условисем йĕркелес тĕллевпе "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси çинчен" саккун йышăнчĕç. Асăннă саккун пурнăçланма тытăннăранпа республикăри виçĕ е ытларах ача ỹстерекен 2672 çемье çĕр участокĕ панине çирĕплетекен сертификата тивĕçнĕ. Вĕсенчен 1729 çемье çĕр лаптăкĕ çинче уйрăм çурт лартас кăмăллă, 378-шĕ уйра тата 519-шĕ кил çумĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче хушма хуçалăх тытасшăн, 46 çемье вара дача лартма шутланă. Уйăрса панă çĕр участокĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 300,6 гектарпа танлашать. Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсенче çĕр илме нумай ачаллă 4995 çемье учетра тăрать. Вĕсем валли 3154 çĕр участокĕ (363,9 га) йĕркеленĕ. Районта вара кун пек 127 çемьене шута илнĕ пулсан, вĕсенчен 25-шĕ çĕр участокĕ илме документ тăратнă. Паянхи куна нумай ача çитĕнтерекен районти 11 çемье çĕр участокне тивĕçнĕ. Çĕр лаптăкĕпе сакăр мăшăр çурт лартма, виçĕ çемье хушма хуçалăх тытма усă курасшăн. Кунсăр пуçне хушма хуçалăх тытма тепĕр пилĕк çĕр лаптăкне йĕркеленĕ тата патшалăх учетне тăратнă. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес тесе 36 гектар йышăнакан лаптăка Хĕрлĕ Чутай салин чиккине кĕртес ĕçе пурнăçланă, территорие планламалли проект хатĕрленĕ, кадастр ĕçĕсем те пыраççĕ. Н.ПЕТРОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"