Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учета тăратмалла

29 сентября 2014 г.

РФ Экономика аталанăвĕн министерствин йышăнăвĕпе хуçасăр куçман япаласене Патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографийĕн федераллă службин учетне Йĕркене пăхăнса тăратмалла. Асăннă Йĕркене саккуна пăхăнса кăларнă. Вăл 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. РФ Гражданла кодексăн 225 статйин 1-мĕш пайĕн положенийĕсемпе килĕшỹллĕн япалан хуçи çук пулсан, вăл паллă пулмасан е харпăрлăхçă пурлăхне йышăнмасан объект хуçасăр шутланать. Кун пек куçман пурлăха вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен заявленийĕпе кăна регистрацилеççĕ. Ăна суд йышăнмасан вăл муниципалитет харпăрлăхне куçмасть. Заявлени форми Йĕрке хушăмĕнче пур. Çавăн пекех заявленипе пĕрлех куçман пурлăхăн харпăрлăхçи çуккине çирĕплетекен документсене тăратмалла. Унăн хуçи пулсан вăл пурлăха харпăрлăха йышăнманнине заявленипе ĕнентерет. Ун çумне куçман пурлăх ун харпăрлăхĕнче тăнине çирĕплетекен документсен копийĕсене хурать. Асăннă документсене правасен патшалăх регистрацине тăвакан органсене электронлă майпа ярса пама пулать. Документсене икĕ экземплярпа тăратмалла. Пурлăха учета илсен те, илмесен те вĕсенчен пĕрине каялла тавăрса параççĕ. Электрон формăллă документсем алă пусса çирĕплетнисем пулмалла. Правасен патшалăх регистрацине тăвакан орган заявлени тата ун çумĕнчи документсем çитнине распискăпа е электронкăпа пĕлтерет. Йышăнăва (объекта учета илнине) 18 кун хушшинче тăваççĕ. Заявление тата документсене регистрациленĕ куна шута илеççĕ. Объекта учета илменнине уведомленипе пĕлтереççĕ.

Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика